Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Урхамахсем тăраç тапăртатса...

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Елчĕкри ипподромра çуллахи сезон хупăннă ятпа лаша спорчĕн уявĕ иртрĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Вăрмар, Комсомольски, Пăва (Тутарстан) районĕсенчи, Ульяновск облаçĕнчи лаша спортне юратакансем хăйсен урхамахĕсемпе ăмăртрĕç. Лашасене чуптарни - куракансем чăннипех юратакан, кĕтекен ăмăртусенчен пĕри. Кĕрхи ĕçсен хĕрỹ тапхăрĕ пырать пулин те ипподрома хальхинче те халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксен чупăвне 12 экипаж хутшăнчĕ. Вĕсем икĕ çаврăмлă, 1600 метрлă дистанцире мăшăрăн чупса тупăшрĕç. Унта чи лайăх вăхăт кăтартнă 5 экипаж çĕнтерỹçĕ ята çĕнсе илессишĕн тупăшрĕ. И.Галимзянов (Пăва) тытса пыракан "Пульман" рысак финиша чи малтан çитрĕ. Анчах Ульяновск хулинчен килнĕ тĕп судья, Раççей категориллĕ судья В.Марков "Пульман" юрттăн чупмалли дистанцире сиккипе чупнине асăрхарĕ. Çавăнпа ăна пĕрремĕш мар, иккĕмĕш вырăна хăварчĕ. Шупашкартан килнĕ В.Краснов тытса пыракан "Сахалин" ятлă урхамах та ăмăрту йĕркисене пăснине курмасăр иртмерĕ, ăна виççĕмĕш вырăна тухнине палăртрĕ. Çĕнтерỹçĕ вара Шупашкартан килнĕ А.Каргин. Вăл тытса пыракан "Пафос" рысак дистанцие пĕр тикĕс, ăмăрту правилисене пăсмасăр чупса тухрĕ. Тĕп ушкăн ăмăртиччен мăшăрăн чупса 5-10-мĕш вырăнсене йышăннă урхамахсем хушшинче хавхалантару чупăвĕ те илĕртỹллĕ иртрĕ. Кунта та тĕп судья тимлĕ пулчĕ. Ульяновск облаçĕнчи П.Сидоров тытса пыракан "Кедр" рысак çĕнтернине палăртрĕ. Юлан утçăсен ăмăртăвне хальхинче виççĕн хутшăнчĕç. Иккĕшĕ Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнчен тата "Комбайн" ЯХПКран. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене хăнасем çĕнсе илчĕç, Г.Ельцов "Алина" лашапа ăмăртса виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Лаша спорчĕн ăмăртăвне Çĕнĕ Эйпеçре пурăнакан, таса ăратлă лашасем ĕрчетекен А.Осипов пуçарнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ. Ăмăрту вĕçленсен район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ăна тата ăмăртăва хутшăннă участниксене тав турĕç, çĕнтерỹçĕсене призсем парса чыс турĕç. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕ вăхăтĕнче Шупашкартан килнĕ С.Павлов ертсе пыракан артистсем, хамăр районти "Варкăш" тата "Мерчен" ансамбльсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.


"Елчĕк Ен"
07 сентября 2011
00:00
Поделиться