Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕчĕк предпринимательлĕх вăй илет

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ И.Б.Моторин районти лавккасемпе пĕчĕк (вак) предпринимательсен предприятийĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Чи малтанах пурнăçра куллен кирлĕ таварсене сутакан, "Чăвашпотребсоюзăн куртăм тата ваккăн суту-илỹ тăвакан пĕрлешĕвĕн" сахал яваплă юлташлăхĕн Елчĕкри подразделенийĕн юсавпа техника предприятине хирĕç вырнаçнă лавккинче пулчĕç. Кунта ассортимент пуян, уйрăмах тăван районта, республикăра туса илнĕ таварсем. Çĕр улмине те, купăстине те, пуçлă суханне те, кишĕрне те туянма пулать. Аш-пăшран, сĕтрен хатĕрленĕ продукци те йышлă. Унтан ĕçлĕ ушкăн А.А.Головин ертсе пыракан "Гланал" пĕчĕк предприятире пулчĕ. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче йĕркеленĕ ăна. Пластикрен хатĕрленĕ чỹречесемпе алăксене районта пурăнакансем килĕштереççĕ. Иртнĕ çул çеç 1700 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Кăçал вара унăн калăпăшĕ тата пысăкрах пулĕ. Çĕнĕ 10 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, ĕçлекенсен вăтам ĕç укçин виçи 9,5 пин тенкĕпе танлашать. И.Б.Моторин пĕчĕк предприятин ĕçĕпе кăмăллă юлчĕ, çакăн пек предпринимательсем республикăра, районта ытларах кирлине палăртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ И.Б.Моторин "Прогресс" акционерсен хупă обществин "Органика" лавккинче, Г.П.Леонтьева уйрăм предпринимателĕн çĕвĕ цехĕнче те пулчĕ. Нумаях пулмасть уçнă "Органика" лавккара продуктсен хакĕсем пасартинчен те 3-5 процент йỹнĕрех. Кунта тавар туса кăларакан тата сутакан хушшинче посредниксем çукки витĕм кỹрет - вĕсене хушса тỹлесси çук. Çавăнпа лавккара йỹнĕ тавара туянма кăмăллакансем йышлă. Г.П.Леонтьева уйрăм предприниматель Елчĕкре çĕвĕ цехĕ уçма кăмăлланă. Чи малтанах предприниматель ĕç-хĕлне пуçлакан субъектсенче йĕркеленĕ конкурсра 150 пин тенкĕлĕх грант выляса илнĕ, унпа промышленноçра усă куракан 10 çĕвĕ машини туяннă, 10 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Халĕ предприятире тĕрлĕ сезонра усă куракан курткăсем, çуллахи костюмсемпе шăлаварсем, çывăрмалли вырăн валли простыньсемпе ытти хатĕрсем çĕлеççĕ. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче çеç ĕçе пуçăннă цехра авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1319 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрленĕ, 70 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Ĕçлекенсен уйăхри вăтам ĕç укçи 8 пин ытла тенкĕпе танлашать. Г.П. Леонтьева уйрăм предприниматель хальхи вăхăтра Мускав хули валли ятарлă ĕç тумтирĕ хатĕрлени, малашне производствăна сарасси, сахалтан та 20 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси пирки чарăнса тăчĕ. И.Б.Моторин министр уйрăм предпринимательсен, суту-илỹ предприятийĕсен ĕç-хĕлне лайăх хак парса тĕллевсене малалла пурнăçа кĕртсе пырассине шанса тăнине пĕлтерчĕ.


"Елчĕк Ен"
07 сентября 2011
00:00
Поделиться