Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Аталану çулĕ çăмăл мар

Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çỹревпе Елчĕк районĕнче пулнă. Чи малтанах вăл "Чувашъенкрахмал" ОООна чарăнчĕ. Ăна район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кĕтсе илчĕç. "Чувашъенкрахмал" ООО генеральнăй директорĕ А.Кудряшов предприятипе паллаштарчĕ. Предприяти Чăваш Республикинчи крахмал туса кăларакан пĕртен-пĕр предприяти шутланать. Кĕркунне вăл крахмала çĕр улмирен, ытти вăхăтра тыр-пултан ĕçлесе хатĕрлет. Çĕр улми крахмалĕ апат-çимĕçре, экструзиллĕ крахмалпа тимĕр шăратакан производствăра тата çĕр пăралакан установкăсенче усă кураççĕ. Кунсăр пуçне предприяти апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларать. Вăл крахмал туса кăларнă çĕрте усă куракан оборудовани хатĕрлессипе те ĕçлет. Çак оборудование темиçе çул Беларусь Республикине, Раççейри регионсене сутнă. Предприяти туса кăларакан тĕрлĕ продукцие хамăр республикăра, кỹршĕллĕ регионсенче, Казахстанра, Узбекистанра туянаççĕ. Çапах та предприяти çĕр улминчен крахмал туса кăларассипе ĕçлессине тĕп вырăна хурать. Çавна май кăçал Тип Тимеш ялĕнче пысăк çĕр лаптăкне арендăна илнĕ. "Агропродсервис" сахал яваплă юлташлăх туса хунă. Вăл "иккĕмĕш çăкăр" туса илессипе ĕçлет. Республика Президенчĕ крахмал туса кăларакан заводпа паллашнă май çакна палăртрĕ: Чăваш Республики Раççейре çĕр улми пухса кĕртекен пĕтĕм лаптăкăн 5 процентне туса илет. Пирĕн тăрăхра ытларах та лартса çитĕнтерме майсем пур. Çавăнпа ăна ытларах лартса тумалла, унтан крахмал кăлармалла. Вăл ытти апат-çимĕç продукчĕсенчен лайăхрах упранать. Çитменнине крахмал лайăх сутăнать. Предприятин малалла аталанмалла, халăха çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле. Патшалăх вăтам тата пĕчĕк предприятисене ку енĕпе çителĕклĕ пулăшать. Президент çитсе курнă тепĕр объект - "Прогресс" акционерсен хупă обществин "Органика" магазинĕ. Унччен кунта ахаль магазин ĕçленĕ. Унăн никĕсĕ çинче хуçалăх нумаях пулмасть çĕнĕ магазин уçнă. Кунта хуçалăхра туса илнĕ ял хуçалăх, потребительсен обществисем, Чăваш Республикинче туса кăларнă апат-çимĕç продукчĕсене сутаççĕ. Тавар туянакансем, "Прогресс" АХО директорĕ П.Скворцов каланă тăрăх, хуçалăх туса илекен тата хатĕрлекен таварсене - аш-пăша, сĕте, çăкăр-булка изделийĕсене, пахча çимĕçе, пыла, ытти таварсене çынсем хапăлласа туянаççĕ. Таварсен хакĕсем те пасартинчен йỹнĕрех. Çавна май юлашки вăхăтра тавар çаврăнăшĕ 2-3 хут ỹснĕ. Михаил Игнатьев магазинпа паллашнă май акционерсен хупă обществи, тавар туса кăларакансем хăйсен продукцине посредниксене хутшăнтармасăр лавккана çитернин уссине, таварсен хакĕсене çапла майпа сăлтавсăр ỹстерессинчен хăтăлма май пуррине палăртрĕ, хуçалăх ертỹçисене ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Михаил Игнатьев магазина тавар туянма килнĕ халăхпа курнăçса калаçса илме те вăхăт тупрĕ. Калаçу кунта пенси, таварсен хакĕсем пирки пычĕ. Унтан Президент ертсе пыракан ĕçлĕ ушкăн Патреккелти пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче пулчĕ. Врач офисĕ Патреккел, Элекçей Тимеш, Акчел, Ĕнел ялĕсенче пурăнакан çынсен сывлăхне сыхлассишĕн тимлет. Кунта врач кабинечĕ, врач патне кĕрес умĕн сывлăха тĕрĕслемелли, сывă ача, физиотерапи, процедура кабинечĕсем, лаборатори, суран çыхмалли пỹлĕмсем, кăнтăрла выртса сывалмалли 3 койка вырăнĕ пур. Халăха медицина пулăшăвне Л.Миллина врач, 2 медицина сестри параççĕ. Ялта врач офисĕ уçăлнипе халăх кăмăллă. Çакăн çинчен Президента медицина пулăшăвĕ илме килнĕ ĕç ветеранĕ Н.Вершков хавхаланса каласа пачĕ. "Унччен анализ пама е прививка тума кашнинче районти тĕп больницăна кайма, врач патне кĕме черетре тăма тиветчĕ. Халĕ хамăр патăмăртах квалификациллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пире талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшма хатĕр", - терĕ вăл. Патреккел ялĕнче ĕçлеме, пурăнма пĕтĕм услови пур. Иртнĕ çул çĕнĕ шкул туса лартнă, ача сачĕ, библиотека, спорт залĕ, стандартлă хоккей коробки пур, магазинсем ĕçлеççĕ. Вĕсемпе юнашарах çĕнетсе юсанă культура çурчĕ вырнаçнă. Унăн фойинче нумаях пулмасть монитор, Елчĕк район администрацийĕн сайтне вырнаçтарнă. Унпа паллашса çĕнĕ хыпарсем, куллен кирлĕ таварсен хакĕсене пĕлме пулать. Патреккелти культура çуртĕнче Елчĕк районĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн 7 уйăхри итогĕсемпе тата 2020 çулчченхи стратегине мĕнле пурнăçласа пынипе анлă канашлу иртрĕ. Асăннă темăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин доклад туса пачĕ. 7 уйăхра районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 447 миллион тенкĕлĕх, е иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пĕр процент ытларах продукци туса кăларнă. 2246 тонна аш-какай, иртнĕ çулхинчен 6 процент ытларах туса илнĕ. Сĕт суса илесси çак вăхăтра 19000 тоннăпа танлашнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕлтĕрхинчен ытларах мăйракаллă шултра выльăх, сысна усраççĕ. Выльăхсене хĕл каçарма 31 апат единици хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли çулталăк çурăлăх апат хатĕрлемелли тĕллев районта пурнăçланасса шаннине пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. Малашнехи тĕллев - ресурс перекетлекен, çĕнĕ техника туянса ял хуçалăхне аталантарасси. Районăн 2020 çулчченхи стратегинче ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх комплексĕсене юсама, çĕннисене тума, энерги перекетлекен çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсем пурнăçланса пыраççĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче свинарник-маточник хута кайнă. Проект хакĕ 21,4 миллион тенкĕлĕх. "Победа" хуçалăхра 200 ĕне вырнаçмалăх витене тĕпрен юсанă, "Яманчурино" ОООра 200 пăру вырнаçмалăх вите те выльăхсене йышăнма хатĕр. Хальхи вăхăтра "Урожай" ОООра 350 ĕне вырнаçмалăх витене тĕпрен юсаççĕ. Вĕсене тума, юсама пысăк укçа каять. Унсăрăн май çук, аталану çулĕ çăмăл мар. Анчах çак ĕçсен усси пулатех. Доклада сỹтсе явма республикăри экономика аталанăвĕн, промышленность, суту-илỹ министрĕ И.Моторин, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ В.Александров, "Россельхозбанкăн" Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ И.Письменская, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăна çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен пĕрлĕхĕн председателĕ К.Мифтахутдинов, "Победа" ООО ертỹçи Н.Головин хутшăнчĕç. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев сăмах каларĕ. "Чăваш Республикинчи ытти районсенчи пекех Елчĕк районĕнче те ачасене ача сачĕсене вырăнпа тивĕçтерес ыйту тăрать. Районта 2013 çулта ача сачĕ туса лартсан ыйтăва татса пама пулать. Республикăра эпир çак ыйтăва виçĕ çулта татса пама тĕллев лартрăмăр, ăна пурнăçлатпăрах", - терĕ Президент. Республика пуçлăхĕ районта пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕ пĕчĕк, район инвесторсене илĕртмелли лайăх тăрăх пулнине палăртрĕ. "Кăçал патшалăх бизнесменсене унчченхи çулсенчен пысăкрах пулăшу парать. 2010 çулхипе танлаштарсан субсидисен, грантсен калăпăшĕ виçĕ хут ỹсрĕ. Харкам хăй ĕçне уçма хăрама кирлĕ мар, патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курмалла", - терĕ Президент канашлура.



"Елчĕк Ен"
07 сентября 2011
00:00
Поделиться