Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталантармалла

1936 çулта Елчĕк районĕнче крахмал завочĕ хута кайнă. Çуллен унта 146 тонна продукци кăларнă. Крахмалпа апат-çимĕç хатĕрленĕ çĕрте кăна мар, пир-авăр тата фармацевтика промышленноçĕнче те анлăн усă курнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче те ĕç шавĕ чарăнман. Çĕр улминчен патока хатĕрленĕ. Аталану çулĕнчен каярахпа та пăрăнман.

1992 çулта Елчĕкре тепĕр крахмал завочĕн никĕсне ячĕç. Унта Патреккел хастарĕсем, ашшĕпе ывăлĕ Кудряшовсем /асли, Сергей Александрович, чĕрĕк ĕмĕр маларах асăннă предприяти коллективĕн пуçĕнче тăнă, кĕçĕнни, Александр, аслă пĕлÿллĕ инженер/, нумай вăй хучĕç. Сая каймарĕ тар тăкни: «Чăваш Ен крахмалĕ» ООО ÿссе ларчĕ. Конкурентлă хутшăнусем коллективлă хуçалăхсемшĕн те, уйрăм çынсемшĕн те меллĕ пулчĕç. Шел те, малтанхи предприяти рынок авăрĕнчен тухаймарĕ. «Чăваш Ен крахмалĕ» вара мĕн пур йывăрлăха тÿсĕмлĕн чăтса ирттерчĕ. Ура çинче паян та çирĕп тăрать. Халĕ крахмалсăр пуçне кĕсел, пылак пăр тумалли стабилизатор, обой çилĕмĕ туса кăлараççĕ. Продукцин тепĕр пысăк пайне нефтьпе газ отрасльне ăсатаççĕ - экструзивлă реагентпа çĕре пăраланă тата тимĕр шăратнă çĕрте усă кураççĕ. Сивĕре сарăлакан крахмал линине çывăх вăхăтрах хута ярасшăн. Тепĕр çĕнĕлĕх: крахмал производстви валли завод оборудовани хăех хатĕрлет. Унăн ĕçченĕсем иртнĕ çулсенче кăна Беларуçре крахмал хатĕрлекен тăватă завода оборудованипе тивĕçтернĕ. Елчĕк маркиллĕ цехсем Вологда тата Брянск хулисенче те ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Анчах общество пуçлăхĕн пăшăрханмалли пайтах. Чĕр тавар çитмест. Предприяти çĕр улми кăларнă тапхăрта 20-25 пин тонна чĕр тавар йышăнма пултарать. Кăçал Елчĕк районĕнче кăна 3300 гектар çĕр улми лартнă. Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче нумайрах та çитĕнтернĕ. Çав вăхăтрах завода «иккĕмĕш çăкăра» Самар облаçĕпе Пермь крайĕнчен те турттараççĕ.

Иртнĕ шăмат кун республика Президенчĕ Михаил Игнатьев Елчĕк тăрăхĕнче чи малтан çак предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Производство лару-тăрăвне тишкернĕ хыççăн çĕр улми пысăк тупăш паракан культура пулнине палăртрĕ. Ăна Чăваш Ен уй-хирĕнче сахалтан та миллион тонна туса илмелле. Хальлĕхе Чăваш Ен Раççейре ултă процент пуçтарса кĕртет. Михаил Васильевич çĕр улмине тирпейлекен пĕртен пĕр пĕрлĕхе патшалăх енчен пулăшу памалли май пуррине палăртрĕ, тивĕçлĕ документсем хатĕрлеме сĕнчĕ. Малтан ассортимента пуянлатмалла, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тумалла.

Тепĕр чарăну Елчĕкри «Органика» лавккара пулчĕ. Ăна эрне маларах Аслă Елчĕкри «Прогресс» ял хуçалăх эртелĕ уçнă. Сентре çинче хăй хатĕрлекен продукци тĕп вырăн йышăнть: çăкăр-кулач, сĕтпе унăн çимĕçĕсем, кăлпасси, какайăн çурма фабрикачĕсем, пахча çимĕç, улма-çырла, пыл... Хакĕсем пасартинчен пилĕк процент йÿнĕрех. Çакă тавар туса кăлараканпа лавкка хушшинче тепĕр сыпăк çуккинчен килет. Унта тавар туянакансем йышлăн çÿреççĕ. Пĕчĕк лаптăкра уйăхра 300-350 пин тенкĕлĕх продукци сутма май пур. «Акă ăçта вăл вырăнти çаврăнăçулăх тĕслĕхĕ! Елчĕксем маттур! Çакăн пек çулпа пырсан çеç эпир апат-çимĕç хакĕсем ÿссе пырассине пÿлме пултаратпăр, - палăртрĕ Президент. - Ÿсĕмсем ÿлĕмрен те пулччăр!»

Патреккел - райцентрпа кÿршĕллĕ ял. Кунта тăхăр çул вĕренмелли шкул /икĕ хутлă, виçĕ çул каялла хута янăскер/, спорт залĕ, асфальт сарнă хоккей площадки, культура çурчĕ, лавккасем вырнаçнă. Пур çĕрте те - асфальт сарнă çулсемпе тротуарсем. Яла илем кĕртекен тепĕр çурт вăл - пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ - районăн тĕп больницин пĕр уйрăмĕ. Тултан та, шалтан та евросăн кĕртнĕ сыватмăша кĕрсе тухма кăмăллă. Чирлисене пĕр тухтăрпа икĕ медсестра йышăнаççĕ. Чир-чĕртен сиплемелли тата сыхланмалли майсем çителĕклĕ. Çакă - чи пахи. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта Елчĕкпе Шупашкарти ятарлă специалистсем патне направлени илекенсем чаксах пыраççĕ. Президент медицина ĕçченĕсемпе тата сывлăх çуртне килнĕ çынсемпе калаçрĕ, ырă улшăнусем пурришĕн савăннине пытармарĕ.

Çав кунах Патреккелĕнчи культура çуртĕнче Елчĕк районĕн çичĕ уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене, республикăн 2020 çулчченхи стратегийĕнче палăртнисем еплерех пурнăçланса пынине сÿтсе яврĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, республикăн экономика министрĕ Иван Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăна çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов сăмах каларĕç. Республика ертÿçи Елчĕксем юлашки çулсенче экономика ăмăртăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунине палăртрĕ, хăш-пĕр çитменлĕх çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăммăн илсен хальлĕхе пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх юхăмĕ вăйлă мар. Çав вăхăтрах патшалăх асăннă бизнеса пысăк тимлĕх уйăрать. Кăçал ăна патшалăх субсидипе грант виçĕ хут ытла уйăрнă. Ĕç тухăçлăхĕ те самана ыйтнине тивĕçтермест. «Пирĕн ĕçлекен пĕр çын пуçне пĕр миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларма тĕллев тытмалла. Çавăн чухне тин халăх пурнăçне палăрмаллах лайăхлатайăпăр», - палăртрĕ Президент.




"Хыпар"
06 сентября 2011
00:00
Поделиться