Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республика малалла аталанать

Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев çак кунсенче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе черетлĕ пресс-конференци ирттерчĕ. Ăна республика ертỹçинче ĕçлеме пуçланăранпа пĕр çулталăк çитнине халалланă. Пресс-конференци пуçламăшĕнче Михаил Игнатьев республика экономикипе социаллă аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Экономика кризисран тухса пырать. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан промышленноçра ỹсĕм 116,3 процентпа, строительствăра 113,1, çурт-йĕр хута ярассинче 103,3, ваккăн суту-илỹ тăвассинче 106,8 процентпа танлашнă. Çак кăтартусем Раççей шайĕнчен пысăкрах. Ял хуçалăхĕнче çеç лару-тăру йывăртарах. Кунта пĕлтĕрхи шăрăх та типĕ çанталăк витĕмĕ палăрать. Çапах та çулталăк вĕçлениччен кăтартусем лайăхланасса, ял çыннисем çитĕнтернĕ тухăçа ăнăçлă пухса илессе шаннине палăртрĕ Президент. Чăваш Республикин Правительстви хăйĕн тивĕçĕсене, çав шутра социаллă сферăрисене те, ăнăçлă пурнăçласа пырать. Патшалăх парăмĕ, ĕçсĕрлĕх, ĕç укçи парăмĕ чакса пыраççĕ. Бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ỹстерсе пыраççĕ. Сывлăха сыхлас, вĕрентỹ отраслĕсен пурлăхпа техника базине ỹстерме кăçал чылай укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр. Республикăра 64 тĕрлĕ тĕллевлĕ программа ĕçлет. Вĕсем чи малтанах сахал тупăшлă çынсене пулăшу пама май параççĕ. Журналистсемпе калаçнă май Президент тĕрлĕ кăткăс ыйтусене хускатрĕ, массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен ыйтăвĕсене тулли хуравсем пачĕ. Михаил Игнатьев районсене час-часах тухса çỹренĕ май пасарсене, суту-илỹ точкисене кĕрсе тухать, хаксемпе интересленет. "Эсир килес умĕн хаксене чакарни, кайран вĕсем каллех ỹсни" çинчен ыйту пачĕç те Президент кунашкалли сайра пулнине палăртрĕ. Мĕншĕн тесен вăл суту-илỹ вырăнĕсене малтан асăрхаттармасăр çитсе курма тăрăшать. Журналистсемпе тĕл пулас умĕн вăл пĕр районта пулнă май темиçе магазина кĕнĕ. Тавар туянакансем каланă тăрăх хаксем унччен те çавнашкал пулнă мĕн. Чăваш Республикинчи тин çеç туса хунă наци телерадиокомпани пирки те ыйту пулчĕ. Михаил Игнатьев каланă тăрăх авăн уйăхĕн вĕçĕнчен - юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчен вара унăн передачисене вырăс тата чăваш чĕлхисемпе пăхма пулать. Çак пулăм республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ăна çынсем тахçантанпах кĕтеççĕ. "Хыпар" хаçат корреспонденчĕ чăваш чĕлхи, чăваш культури пуласлăхĕ мĕнлерех пуласси пирки ыйтрĕ те, Президент вĕсене аталантарас тĕлĕшпе нумай мероприяти йĕркеленине, чăваш чĕлхипе чăваш культурине сыхласа хăварас, аталантарас тĕлĕшпе малалла ĕçлемеллине палăртрĕ. Ял хуçалăхне аталантарас ыйту та пулчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ çĕр-шыв шайĕнче ял хуçалăхне аталантарма нумай укçа-тенкĕ уйăрнине асăнчĕ. Раççей Президенчĕ апат-çимĕç доктринине çирĕплетнĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăка пула ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен (фермер), уйрăм çынсен хуçалăхĕсен тăкакĕсене чылай саплаштарнă. Сăвакан ĕнесен шутне сыхласа хăварас тĕлĕшпе кашни выльăх пуçне 2-шер пин тенкĕ уйăрнă. "Ĕç ветеранĕ" ята 30-40 çул производствăра тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ çынсене пама çук-и?", - ыйту çине Михаил Васильевич çапларах хуравларĕ: "Ĕç ветеранĕ ята памалли условисене кашни çулах ỹстерсе пыратпăр. Анчах нумай çул ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" ят парассине федераци шайĕнче татса памалла". Пăрачкав районĕн хаçачĕн тĕп редакторне çын шучĕпе пĕчĕк районсене пĕрлештересси пăшăрхантарать. Президент ăна лăплантарчĕ. Федераци структуринчи ведомствăсене пĕрлештерес туртăм пĕтĕм çĕр-шывĕпе пырать пулсан та районсене пĕрлештересси пирки сăмах çук. Çак ыйтăва халăхран ыйтса пĕлмесĕр, вăл килĕшмесĕр тума çук. Пресс-конференцире Михаил Игнатьев журналистсен 30-а яхăн ыйтăвне хуравларĕ. Вĕсем пурте республика пурнăçĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Юлашкинчен республика ертỹçи çакна палăртрĕ: "Пирĕн пурин те пĕр тĕллев - халăх пурнăçне лайăхлатасси. Сире пурне те уçă калаçушăн тав".


"Елчĕк Ен"
24 августа 2011
00:00
Поделиться