Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пушар кăтартать шар

Виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта эрне итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Вырсарни кун, ирхине 2 сехетре Елчĕкри Андреев урамĕнче пушар тухнă. Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакан 13 çемьен хуçалăхра усă куракан сарайĕсем çунса кайнă. Вут-çулăма сỹнтерме хамăр районти тата Патăрьелпе Комсомольскинчен килнĕ пушар машинисем, ытти техника пурĕ 14, хутшăннă. Апла пулин те пушара вăхăтра сỹнтереймен. Çакăн сăлтавĕсене канашлура тĕплĕн сỹтсе яврĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пушар сỹнтерессишĕн яваплă службăсен ĕçĕ-хĕлне çивĕч критиклерĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов кĕрхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Тунти кун тĕлне районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен 19200 гектар лаптăкĕнчен пухса кĕртмелли 6000 гектар юлнă. Çак шутран 4000 гектарĕ - ял хуçалăх предприятийĕсенче, 2000 гектар хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсен тата ял тăрăхĕсен ертỹçисен умне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртессине авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме задача лартрĕ. Чăваш Республикинчи экономика аталанăвĕн министерстви ял тата хула тăрăхĕсен 2010 çулхи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕсен виççĕмĕш ушкăнĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕ ăмăртура пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. 1500 çынран пуçласа 4000 çын таран пурăнакан иккĕмĕш ушкăнри Тăрăм ял тăрăхĕ республикăра çĕнтернĕ. Çакăншăн ял тăрăхне 200 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. Унпа Хĕрлĕçырти культура çурчĕн тăррине улăштараççĕ. Г.Анисимова нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, килти хушма хуçалăха аталантарма, дача йĕркелеме тỹлевсĕр çĕр уйăрса парасси çинче те чарăнса тăчĕ. Çакăн пек çемьесем районĕпе 270. Анчах пĕр çемье çеç тỹлевсĕр çĕр илме заявлени çырса панă. Канашлура çак ĕçе лайăхлатмалли çинчен калаçу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн учительсен августри конференцине çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Елчĕкре ирттересси çинчен хыпарларĕ. Малтан Елчĕкри вăтам шкулта вĕрентекенсен секцисенчи занятисем пулаççĕ, унтан вĕсем район центрĕнчи культурăпа кану центрне конференцие пуçтарăнаççĕ.



"Елчĕк Ен"
24 августа 2011
00:00
Поделиться