"Атăл çинчи МРСК" - "Чăвашэнерго" филиалĕн Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн (РЭС) коллективĕ палăртнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçа кĕртсе пырать. Кашни кунхи ĕçе - района электроэнергипе тивĕçтерессине кирлĕ шайра туса пынипе пĕрлех планпа палăртнă ытти пысăк ĕçсене те вăхăтра, пысăк пахалăхпа туса пыраççĕ. Юлашки вăхăтра пурнăçланă курăмлă ĕçсем - Тĕмер, Тăрмăш тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче малтанхи кивĕ пралуксене пĕтĕмпех изоляциленĕ пăралуксемпе улăштарни. Унсăр пуçне, пĕрре ĕçе пуçăннипе усă курса асăннă ялсенче унччен кил-çуртсене вырнаçтарнă электричество счетчикĕсене те çĕнĕ йĕркепе меллĕ вырăна - урама вырнаçтарнă. Малашне çак ĕçе ытти ялсенче те тапхăрăн-тапхăрăн туса пыма палăртнă. Нумаях пулмасть Тỹскел ялĕнче çĕнĕ подстанци вырнаçтарнă, Çуткỹлти тата Тип Тимешри подстанцисене тĕпрен юсанă. РЭС ĕçченĕсем çитес вăхăтрах Елчĕкрен Çĕнĕ Эйпеçне çитекен пысăк вольтлă линие тĕпрен реконструкци тума пикенеççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Васильев электромонтер тата Владимир Воронов электромонтер-водитель. Хăйсене шанса панă тивĕçе пĕлсе пурнăçлама пултарнипе вĕсем пĕрле ĕçлекенсем хушшинче пысăк хисепре.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.