Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Граждансене хỹтĕлетпĕр, ытти тивĕçсене те пурнăçлатпăр

В.ВОЛКОВ. Е.ПЕТРОВА.
 Çурла уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ кăçал çичĕ уйăхра туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу ирттерчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕ. Çак тĕллевпех "Транспорт-гараж", "Пасар", "Шырав", "Динамит-баланс" "Контрафакт", "Мăкăнь" тата ытти рейдсемпе операцисем йĕркеленĕ. Асăннă тапхăрта ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттернĕ. Сăмах май, профилактика ĕçне тивĕçлĕ шайра пурнăçлама пулăшса пыракансене - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсен, халăх дружинин членĕсене пысăк тав сăмахĕ калас килет. Кăçалхи 7 уйăхра район территорийĕнче 71 преступлени тунине тупса палăртнă (иртнĕ çул - 106). Преступленисен шучĕ чакни çĕр-шыв шайĕнче пыракан реформăсен вăхăтĕнче те шалти ĕçсен пайĕ районти йĕркелĕхпе çыхăннă лару-тăрăва вĕçертменнине кăтартса парать. Преступленисене уçса парасси 97,2 процентпа танлашнă. Чылай енĕпе кăтартусем самаях лайăхланнă. Чакнă преступленисен шутĕнче обществăлла вырăнта тунă, йывăр тата уйрăмах йывăр, теприне вĕлерме хăтланнă, вĕлерессипе хăратнă преступленисем. 7 уйăхра мăшкăлласипе çыхăннă пĕр преступлени те регистрацилемен. Çав вăхăтрах вăрлассипе тата çаратассипе пĕрер преступлени ỹснĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Юлашки вăхăтра "кукăр алăллисем" карас телефонсем çине час-часах куç хывни сисĕнет. Телефонсене çынсем хăйсен тимсĕр-лĕхне пула та çухатаççĕ, пулăшу ыйтса вĕсем те пирĕн патăмăра килеççĕ. Çурта кĕрсе япаласене вăрлакансем те тĕл пулаççĕ. Çакăн евĕр тĕслĕх кăçал Тăрăм ял тăрăхĕнче пулнăччĕ. Вăл е ку тĕслĕхре те полици ĕçченĕсем кашнинех пулăшу аллине тăсса параççĕ. Халăхăн та тимлĕ пулмалла, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туймалла. Граждансем официаллă майпа регистрацилемен хĕç-пăшалпа усă курнă е преступлени çулĕ çине тăнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Саккунсăр майпа хĕç-пăшал упракан граждансене хĕç-пăшала хăйсен ирĕкĕпе шалти ĕçсен пайне килсе пама ыйтатпăр. Çапла тусан вĕсем административлă е уголовнăй айăплавран хăтăлĕç. Асăннă тапхăрта йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çынсенчен 1072 ыйту, тĕрлĕ пăтăрмах пулни çинчен пĕлтернине йышăннă. Çак цифра иртнĕ çулхипе танлаштарсан самай пысăкрах. Çакăнта йĕркелĕх хуралĕ çынсемпе тимлĕрех пулма ăнтăлни куç кĕрет. Çул çитменнисем тунă преступленисем 87,5 процент чакнă. Кунта та профилактика ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыни сисĕнет. Паянхи кун çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенинче 23 çамрăк учетра тăрать (иртнĕ çул - 17). Инспекторсем вĕсен килĕсенче час-часах пулса пурнăç условийĕсемпе паллашсах тăраççĕ, воспитани темипе калаçусем ирттереççĕ, ашшĕ-амăшĕпе курнăçаççĕ. Отчетлă тапхăрта ачисене тивĕçлĕ воспитани парасран пăрăннăшăн 35 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă. Кăнтăрлахи, каçхи тата çĕрлехи вăхăтсенче ятарлă рейдсем йĕркелесси те йăлара. Çакăн евĕр рейдсен вăхăтĕнче çĕрле 23 сехет хыççăн урамра çỹренĕ 2 çул çитмен çамрăка тытса чарнă. Çав вăхăтрах çул çитмен пĕр çамрăк эрех ĕçнине тупса палăртнă. Асăннă тĕслĕхсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе административлă протоколсем хатĕрленĕ. Ашшĕ-амăшĕн çул çитмен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, çуллахи вăхăтра 23 сехет, ытти тапхăрта 22 сехет хыççăн вĕсене урамра е обществăлла вырăнта çỹреме чармаллине палăртасшăн. Вĕсен çирĕплĕхне туйманран ĕнтĕ ачасем нумай чухне киревсĕр çул çине тăраççĕ. Шăпах çĕрлехи вăхăтра урамра çỹреме ирĕк панăран районти 4 ялти çул çитмен çамрăксем пĕрле пухăнса тепĕр яла çапăçма кайнă тĕслĕх пулса иртрĕ кăçал. Асăннă çамрăксене пурне те çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенине учета илнĕ, ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе тивĕçлĕ айăплав тăратнă. Çичĕ уйăхра район территорийĕнче административлă йĕркене пăхăнманшăн 2219 çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн районти ГИБДД уйрăмĕ 1501 çын тĕлĕшĕпе административлă протокол çырнă, çав шутран 46 водитель руль умне ỹсĕрле ларма вăтанман. Кăçалхи 7 уйăхра район территорийĕнчи çулсем çинче 6 инкек пулнă, аварисен вăхăтĕнче пĕр çын вилнĕ, 6-шĕ аманнă. ДТПсен сăлтавĕ - çуран çỹрекенсен тата водительсен дисциплина çуккинче, çул çỹремелли ансат правилăсене пăхăнманнинче. Йăнăша хамăрăн тĕслĕх çинче мар, ыттисенни урлă тỹрлетме хăнăхар. Кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ "Полици çинчен" саккун, Шалти ĕçсен министерствине пырса тивекен реформăсем çинче чарăнса тăрас пулсан, тытăм тĕлĕшĕпе çĕнĕлĕхсем пур. Республикăра вырăнсенчи 18 тытăма шалти ĕçсен 9 органне пĕрлештернĕ. Халĕ пирĕн шалти ĕçсен пайĕн ячĕ улшăнчĕ - вăл Раççей Федерацийĕн ШĔМĕн районсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ шутланать. Уйрăм ертỹçи - Г.Кокшин, пай ертỹçи - В.Волков. Хальхи вăхăтра пирĕн пайра 23 полицейский шутланса тăрать, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурте вĕсем аттестаци витĕр тухнă. Штат чакнă пулсан та ĕç вырăнĕсĕр юлнă сотрудниксем çук, ытларах пайĕ тĕп уйрăма куçнă е тивĕçлĕ канăва тухнă. Полици умне лартнă тĕллевсемпе требованисем пысăк. Пирĕн сотрудниксен вĕсене пурнăçлама условисем пур. Шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çуртĕнче ĕçлеме тата халăха йышăнма майсем çителĕклĕ. Çĕнĕ йышши оргтехника, транспорт хатĕрĕсем ĕçе пахалăхлă пурнăçлама пулăшаççĕ. Çĕнĕ техника туянас ĕçре пысăк пулăшу панăшăн Елчĕк район администрацине те пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет.


"Елчĕк Ен"
24 августа 2011
00:00
Поделиться