Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми кăлараççĕ

Уй-хир ĕçченĕсем уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, кăçал çанталăк çĕр ĕçченĕсене кỹрентермерĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан хăш-пĕр хуçалăх кăçал хăйсен пай çĕрĕсене С.Джангиров фермера арендăна панă. Фермер 60 гектар çинче çĕр улми çитĕнтернĕ. Асăннă лаптăкран 20 гектарĕ - ир çитĕнекен çĕр улми. Хальхи вăхăтра "иккĕмĕш çăкăр" уйĕнче иртен пуçласа каçченех ĕç вĕрет. Тĕрлĕ ялсенчи халăх - ватти те, вĕтти те ăнса пулнă ир пулакан çĕр улмине пуçтарса кĕртессипе тимлеççĕ.



"Елчĕк Ен"
24 августа 2011
00:00
Поделиться