Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Турачĕ çук

Çулла - шыва кĕрсе савăнмалли вăхăт. Çапах та шыв савăнăç анчах парнелетĕр тесен шыва кĕнĕ чух ятарлă йĕркесене пăхăнмаллах. Çынсем ытларах чухне ятарлă вырăнта шыва кĕменрен, шыва ỹсĕрле кĕнĕрен, вăй-хала тĕрĕс хакламанран, шыва тỹрех чăмнă хыççăн шăнăр туртнăран пурнăçран уйрăлни паллă. Статистика кăтартăвĕсем путса вилнĕ çынсенчен ытларах пайĕ ишме пĕлнине çирĕплетеççĕ. Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăманран инкеке лекеççĕ. Шыва кĕме кайсан çак сĕнỹсене шута илĕр. Шыва ирĕк панă вырăсенче çеç кĕмелле. Шыва кĕме ăнăçлă вăхăт - ирпе 8-10, каçпа 17-19 сехетсем. Ытла шăрăхра, пĕлмен вырăнта тата тухтăр ирĕк паман пулсан шыва кĕме юрамасть. Питĕ вăйлă ывăннă хыççăн та шыва кĕме тăхтăр. Шывра ывăнсан çурăм çине çаврăнса канса илме хăнăхмалла - кĕлеткене шыв çинче ал-урана майĕпен хускаткаласа тытса тăмалла. Ытла инçене ишме тăхтăр, ишев вăхăчĕ 20 минутран ытла пулмалла мар. Чăнкă çыранлă пĕвесенче, юхан шывсенче, шыв уçласа илекен вырăнта шыва кĕме юрамасть. Хĕвел çинче чылай выртнă хыççăн та шыва тỹрех кĕрсе ан кайăр, маларах çыран хĕрринче ỹт-пĕве шывпа йĕпетсе сăтăркаласа сивĕтĕр. Мĕншĕн тесен ăшăра юн тымарĕсем сарăлаççĕ, шыва тỹрех кĕрсен мышцăсем самантрах хутланаççĕ те сывлăш пỹлĕннипе антăхса кайма пулать. Апат çинĕ хыççăн та шыва тỹрех чăмасран асăрханăр. Пĕлмен вырăнта тỹрех шыва ан сикĕр. Тĕрĕсленĕ хыççăн тăрă, яка, тарăн шыва анчах чăмма юрать. Унсăрăн пуçпа шыв тĕпне тăрăнма, мăй сыппине хуçма, тăна çухатса вилме пулать. Шыва ялан кĕрекен вырăнсенче те тĕрĕслемесĕрех тỹрех чăммалла мар. Вăл витĕр курăнмасть. Маларах таса пулнă вырăна та ăнсăртран кĕлеткене амантакан хăрушă тимĕр-тăмăр е ытти хатĕр пăрахма пултарнине асра тытăр. Шыва эрех ĕçнĕ, тарланă хыççăн ан кĕрĕр. Ашшĕ-амăшне ачисемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шыв хĕррине аслисемсĕр кайма ирĕк памалла мар вĕсене. Шыв хурлăх мар, савăнăç анчах илсе килтĕр.


"Елчĕк Ен"
13 августа 2011
00:00
Поделиться