Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тырри, тырри, пỹлме тулли...

"Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи йĕтемре ĕç шавĕ пĕрре те лăпланмасть. Уй-хиртен пухса илнĕ тухăçа кĕлете кĕртес енĕпе тимлеççĕ ял ĕçченĕсем. Йĕтем заведующийĕ И.Усанова ертсе пынипе кунта Л.Львова, Л.Максимова, Г.Усанова, С.Тарасова, Ю.Чернов, А.Усанов пỹлмене таса та типĕ тĕш тырă кĕтĕр тесе тăрăшаççĕ. В.Львов машинист, ăна пулăшакан В.Усанов, В.Герасимов йĕтем çинчи 2 погрузчика, ОВС, СМ-4-1 агрегатсем юсавлă та тухăçлă ĕçлеччĕр тесе тимлеççĕ, пĕчĕк кăлтăксене тỹрех пĕтереççĕ. - Кăçал Шăмалак тăрăхĕнче çумăрлă тата çиллĕ çанталăк тăнине пула уй-хирте культурăсем çĕр çумне выртрĕç. Çавăнпа тĕш тырă пĕр пек пиçсе çитеймерĕ, ирĕксĕрех тырă типĕтекен КЗС-20 агрегата ĕçе яма тиврĕ, - палăртать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н.Романов. - Çапах та йĕтем çинче ĕçлекенсен хастарлăхне пула тĕш тырра типĕтсе пỹлмене кĕртетпĕрех. Хальлĕхе 5 пин ытла центнер тырă йĕтем çинчен кĕлете куçрĕ. Г.Шуйков водитель типĕтнĕ, таса тырра кĕлете турттарать. Ăна С.Муллина весовщица виçсе тăрать, склад заведующийĕ Т.Яковлева йышăнать. Выльăх-чĕрлĕх валли фураж çеç мар, çитес çулхи тухăç валли те вăрлăх ытлăн-çитлĕн хатĕрлесе хурасшăн. Тăрăшуллă коллективра ĕç кал-кал пырать.


"Елчĕк Ен"
13 августа 2011
00:00
Поделиться