Раççейре - ял хуçалăх çыравĕ
Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнче çирĕплетнĕ хушăвĕнче 2014 çулта çĕр-шывра ял хуçалăх çыравĕ ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çыравăн тĕп тĕллевĕ - аграри секторне инвентаризацилесси. Çапла майпа çырав аграри секторĕнчи лару-тăру пирки тĕрĕс, тулли информаци пухма, çак никĕс çинче ял хуçалăх производствин ĕç тухăçлăхне ỹстермелли майсене палăртма май парĕ. Яваплă ĕçе йĕркелеме хатĕрленсе 2012 çулта сăнавлă çырав ирттерме палăртнă. Яваплăх - Росстат çинче, мероприятисене ирттерме каякан укçа-тенкĕпе Раççейри Финанс тата Экономика аталанăвĕн министерствисем тивĕçтереççĕ. Аса илтеретпĕр, ял хуçалăх çыравĕ юлашкинчен 2006 çулта иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Раççейри 2, 3 миллион çын пысăк тата вăтам ял хуçалăх предприятийĕсенче, 232 пин çын пĕчĕк предприятисенче (Чăваш Республикинче 32,5 пин тата 5,2 пин çын) ĕçленĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.