А.ОРЕХОВ, райадминистрацин капиталлă стрительство тата пурăнмалла çурт-йĕрпе ком
Çурт-йĕр çĕклес ĕçре патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă е усă курас текен çамрăк çемьесем районта сахал мар. Чăваш Республикин Президенчĕн 2002 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчи "Чăваш Республикинчи çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатас майсем çинчен" Указĕпе тата 2002 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ "2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассинче патшалăх енчен пулăшасси" республика программипе килĕшỹллĕн, паяхи кун асăннă программăна 2012 çулта хутшăнас текен çамрăк çемьесенчен заявлени йышăнас тапхăр пырать. Çамрăк çемьесем çак программăна 2011 çулта хутшăнас тесе кăçал çулталăк пуçламăшĕнче заявленисем тăратнăччĕ. Çак программăпа кăçал усă курса ĕлкĕреймен çамрăк çемьесен унпа тепĕр çулта усă курас тесен кăçалхи çурла уйăхĕн 20-мĕшĕччен райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалла çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайне пырса тепĕр хут заявлени тăратса ĕлкĕрмелле. Асăннă программăра çĕнĕ улшăнусем пур. Хальхи вăхăтра çамрăк çемьесене черете çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ыйтса хăйсем пурăнакан ял тăрăхне заявлени тăратнă хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕ заявленисене тишкерсе çемьесен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пуррине палăртса йышăну кăларнă датăпа килĕшỹллĕн тăратаççĕ. Заявлени тăратас, ытти документсене хатĕрлес е программăна хутшăнас йĕркесем пирки тĕплĕнрех 2-52-81 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.