Çĕнĕ технологипе усă курса
Паянхи кун хытарнă асфальт çул халăха яка çулпа çỹреме май туса панисĕр, çул-йĕр çинчи инкексен шутне чакарнисĕр тата транспорт ĕмĕрне тăснисĕр пуçне тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем тума - ялсенче пурăнакансене сывлăх сыхлавĕпе вĕренỹ, культурăпа йăла учрежденийĕсем паракан пулăшупа усă курассине лайăхлатма май панине, шкул ачисене никĕс шкулсене хăрушлăхсăр тата шанчăклăн турттармалли майсемпе тивĕçтернине, пассажирсем турттаракан автотранспортăн çĕнĕ маршручĕсене уçма, ял хуçалăх продукчĕсене турттарма условисем туса панине кашниех аван ăнланать. Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те шăпах çак шухăша палăртнăччĕ. Çул-йĕр сарассипе паянхи кун районта пысăк калăпăшлă ĕçсем пыраççĕ. Хальхи вăхăтра строительсем "Комсомольски - Елчĕк - Пăва" - Аслă Таяпа - Шуршу" автоçулăн Аслă Таяпапа Шуршу ялĕсен хушшинчи çула (пурĕ 10,521 километр) сараççĕ. Çак ĕçе пурнăçлакан подрядчик - "Доррис" акционерсен уçă обществи (ертỹçи И.Рошин). Çула çĕнетме пĕлтĕрех пуçăннă, пурĕ 3,5 километр тăршшĕ сарса хăварнă. Халĕ çак участокра Б.Михайлов ертсе пыракан СУ-4 строителĕсем ĕçлеççĕ. Участок прорабĕ Н.Волков тăрăшнипе ĕç кал-кал пырать. - Асфальт çула сарассинче паянхи самана ыйтакан çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ, палăртнă нормăсене пăхăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри - çул никĕсне геосетка хывса хăварни. Çакă çул-йĕре çуркаланасран е ванасран упрать, унăн ĕмĕрне тăсать. Хальхи вăхăтра строительсем палăртнă ĕçĕн çуррине пурнăçлама ĕлкĕрнĕ, - пĕлтерет райадминистрацин капиталлă строительство тата пурăнмалла çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Н.Петров.
Сăн ỹкерчĕкре: строительсем çул никĕсне геосетка хываççĕ, асфальт сараççĕ.
"Елчĕк Ен"