Вырма ăнăçлă пырать
"Комбайн" ЯХПКра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар çинчен пухса илмелле. Çав шутран урпа 400 гектар çинче, тулă - 400, нимĕç пăрçи - 50, пăрçа - 20, вика - 20 гектар лаптăк çинче ăнăçлă çитĕннĕ, пучахсем тулли те парка. Хуçалăх энергие перекетлекен техникăран пуян пулни, вĕсемпе ĕçлеме опытлă механизаторсене çирĕплетни вырма ĕçне çулсеренех тухăçлă пурнăçлама май парать. "Дон" йышши комбайн штурвалĕ умне В.Анисимов тăнă. Тин çеç хĕсметрен таврăннă В.Капламов "Енисей", В.Андреев, Ю.Еремеев "Нива" йышши комбайнсемпе тăрăшаççĕ. А.Васильев, Н.Головин тата ытти водительсене те ырăпа палăртса хăвармалла. Алексей Васильев, сăмахран, тăрăшулăхĕпе палăрса ĕçтешĕсен хушшинче кашни çулах малти вырăна тивĕçет. Хуçалăхра улăм пухассипе, кĕр тырри акма çĕр тата вăрлăх ха-тĕрлессипе, анасем çинчи улăма пухса илнĕ хыççăн сухаласа килес çул валли никĕс хывса хăварассипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ.
"Елчĕк Ен"