Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шăрăхра хамăра мĕнле тытмалла

Шăрăх çанталăка сывă çын та япăх чăтса ирттерет. Çавăнпа та врачсен сĕнĕвне шута илни вырăнлă. Синтетикăран хатĕрленĕ кĕпе-тумтир ан тăхăнăр. Çĕр мамăкĕнчен е кантăртан хатĕрленĕ тум ỹт-пĕве лайăх сывлама пулăшать. Сăрланма та кирлĕ мар шăрăх кунсенче. Нумайрах шыв ĕçмелле. Ахаль чухне эпир кунне литр çурă шыв ĕçсе яратпăр. Вĕри çанталăкра унăн калăпăшĕ виçĕ хут ỹсет. Сăмах кунти нектар тата пылакланă, газлă шыв пирки пымасть. Организмра шыв çитменнине ахаль шыв ĕçсе тултармалла. Чи шăрăх вăхăтра _ 12-16 сехетсенче _ урама тухма, хĕвел çинче çỹреме ан тăрăшăр. Кăнтăрла ĕçре тата килте пулни аван. Май килнĕ таран час-часах душ айĕнче тăрăр. Çуса тасатнă ỹт-пỹ лайăхрах сывлать. Шыв пỹлĕмри температурăпа шай пулмалла. Пăр пек сивĕ шыв пневмони чирне яма пултарать. Пĕвесемпе кỹлĕсенче шыва кĕни ỹт-пĕве уçăлтарать-ха. Анчах вĕсем хальхи шăрăхра таса мар. Ятарласа уçнă пляжра тата бассейнра шыва кĕни сывлăха сиен кỹмест. Вăхăтлăха спорт занятийĕсенчен пăрăнăр. Ирхине тата каçхине ытларах хускалăр. Хусканусăр пурнăç йĕрки гипертони, чĕре чирĕсене аталантарать, тромбоз аталанас хăрушлăха ỹстерет. Рациона улăштарма тăрăшăр. Шăрăхра сивĕ блюдăсем, уйрăмах пулă, пахча çимĕç çини вырăнлă. Аш-какай, çуллă сĕт-çу продукчĕсем çиме ан тăрăшăр. Шăрăхра алкоголь шĕвекĕсем пачах ĕçмелле мар. Апат-çимĕçе тăвар калаттарăр. Сывлăш температури вĕри чухне çын тарлать, нумай натри çухатать. Кепка, панама, шлепке тăхăнма тăрăшăр. Пуç ăшăпа хĕрсе кайсан ăшă çапса ỹкерме пултарать. Хĕвелтен хỹтĕлекен куçлăх тăхăнни пит вырăнлă. Шăрăхра кондиционерсăр май çук. Анчах уçă сывлăш сирĕн çине тỹрех ан вĕртĕр. Сивĕ сывлăш бронхит, пневмони чирĕсене ярать. Шăрăхпа аптăранă çынна пулăшу вăхăтра памасан вăл тăнне çухатма, пуçне юн кайма пултарать. Кун пек чухне ăна хĕвел çинчен сулхăн çĕре илсе каймалла. Кĕпе-тумтире хывса пуçне сивĕрех шыв ямалла е пуçĕ çине йĕпе япала хумалла. Ăна шыв е пылак чей ĕçтермелле.


"Елчĕк Ен"
06 августа 2011
00:00
Поделиться