Утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Лару ĕçне районти Депутатсен пухăвĕн депута-чĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ _ Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 13 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа _ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2011 çулхи ултă уйăхри пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов паллаштарчĕ. 2011 çулхи çур çулта районти промышленность предприятийĕсем 78,5 миллион тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 134,4 процент) продукци туса кăларнă. Укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕнчен тĕп капитала пырса кĕнĕ инвестици калăпăшĕ 59,7 миллион тенкĕпе (51,1 процент) танлашнă. Пысăк тата вăтам предприятисенчи работниксен ĕç укçи кăçал 4,7 процент ỹснĕ, 9091,1 тен-кĕпе танлашнă. "Елчĕкри сыр тăвакан завод" ОАО 46700 пин, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ООО 2292,0 пин, НПО "Промсервис" ЗАО 21363,0 пин, "Чăвашьен-крахмал" ООО 3584,0 пин, "Кирпич" ООО 810,0 пин, "Яманчуринскхимия" ОАО 3748,0 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ял хуçалăхĕнчи мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче туса кăларнă продукци калăпăшĕ 322,0 миллион тенкĕпе танлашнă. Паянхи кун районта 627 уйрăм предприниматель, 110 пĕчĕк тата вăтам предприяти шутланать. Отчетлă тапхăрта вĕсем пурĕ 174,7 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем районăн 2011 çулăн çур çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта район бюджечĕн тупăшсен пайĕ 147,6 миллион тенкĕпе (çулталăка пăхса хăварнă планăн 56,4 проценчĕ), тăкаксен пайĕ 149 миллион тенкĕпе (56 процент) танлашнă. Бюджет дефицичĕ - 1,4 миллион тенкĕ. Пĕтĕм тупăшăн 59 проценчĕ республика бюджетĕнчен кĕнĕ тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ. Кăçал район бюджетне налук тата налук шутне кĕмен тупăшран пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ 19,9 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 224 пин тенкĕ сахалрах. Бюджет укçа-тенкине ятарлă тĕрлĕ уйрăмсене тĕллевлĕ уйăрнă: "Пĕтĕмĕшле патшалăх ыйтăвĕсем" уйрăма - 7,1 миллион, "Наци хỹтлĕхĕ" - 826,3 пин, "Наци хăрушсăрлăхĕ тата йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ" - 251,2 пин, "Наци экономики" - 49,3 миллион, "Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх" - 1,1 миллион, "Вĕрентỹ" - 63,5 миллион, "Культура" - 2,2 миллион, "Сывлăх сыхлавĕ" - 7,5 миллион, "Социаллă политика" - 5,9 миллион, "Физкультура тата спорт" - 2,7 миллион, "Бюджетсен хушшинчи трансфертсем" - 8,7 миллион тенкĕ. Малалла депутатсем Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн 2010 çулхи чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 3/2-с, 3/8-с, 2008 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнчи 8/6-с, 2010 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕ-шĕнчи 1Ỹ6-с, 1/7-с номерлĕ йышăнусене улшăнусем кĕртрĕç, 2010 çулхи чỹк уйăхĕн 26-мĕшĕнчи 3/11-с номерлĕ йышăнăва пăрахăçларĕç тата "Елчĕк районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшу памалли тĕллевлĕ прграммăна çирĕплетесси çинчен" йышăну вăйне çухатнине палăртрĕç, ытти ыйтусене пăхса тухрĕç. |