Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Илеме чунпа туясчĕ

Тăван тавралăхра тасалăх хуçаланни хамăршăн пулнине юлашки вăхăтра аванах ăнкарма пуçларăмăр. Ялсенчи урамсем 5-10 çул каяллахи- пе танлаштарсан палăрмаллах тасалчĕç, хуçалăхсен умĕсенче унчченхи евĕр ытлашши япаласем сапаланса выртмаççĕ. Тирпейлĕхе туйса умри пахчара е урамрах хитре чечексем ỹстерес, кирлĕ мар тĕрлĕ савăтпа е хатĕрсемпе усă курсах капăр кỹлепесем туса, сăрласа пахчасен çумне вырнаçтарас енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан хуçалăхсем сахал мар халĕ ялсенче. Çав вăхăтрах хуçалăх умĕсене тĕрлĕ строительство материалĕсемпе е ытти ăпăр-тапăрпа тултарса тавралăх илемне пăсакансем те тупăнаççĕ-ха. Шăпах çакна кăтартса пачĕ те ĕнтĕ çак кунсенче ялсенчи тирпейлĕхе тĕрĕслени. Район администрацийĕнчи ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Л.Павлова ертсе пыракан тирпей-илеме тĕрĕслекен ушкăн çак кунсенче Кĕçĕн Таяпа тата Аслă Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсенче пулса ялсенчи лару-тăрупа паллашрĕ. Кĕçĕн Таяпара маларах тĕрĕслевпе пулнă хыççăн кунти Симĕс тата Хурăнлăх урамĕсенчи тирпейсĕрлĕх пирки утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче тухнă район хаçатĕнче çырса кăтартнăччĕ. Хуçасене асăрхаттарнин, хаçатра çырнин усси пурах иккен. Асăннă урамсенче паянхи кун тирпейлĕх хуçаланать, хуçалăх умĕсенче строительство материалĕсене йăлтах пуçтарнă. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи ялсенче вара паянхи кун та урăхла ỹкерчĕк. Кунти урамсемпе киленсе утаймăн. Хуçалăхсен умĕсене купаласа хунă тимĕр-тăмăр, кирпĕч, хăйăр, кивĕ хăмасем пĕр е икĕ çул анчах мар, вуншар çул тăни паллă. Çав вăхăтрах пахча хĕррисене çум курăк пусса илни те хуçисене чыс кỹмест. Ĕçлемелли пайтах-ха кунти ялсенче. Паянхи кун çурт е хуралтă, гараж тăвакансене ăнланма пулать-ха. Çакăн евĕр çемьесен ял тăрăхĕн администрацине пырса çурт умĕнчи лаптăк çинче стройматериалсем упрама ятарлă ирĕк илмелле. Стройка ĕçĕсем тахçанах пĕтнĕ пулсан та материалсен юлашкисене пуçтарса кĕртменнисене вара ăнланма çук. Акчелĕнчи Ю.Лазарев хуçалăхĕ умĕнче паян шăпах çакăн евĕр ỹкерчĕк. Умра сапаланса выртакан ăпăр-тапăр капăр çуртăн илемне пăсать. Иртнĕ ĕмĕртех умри лаптăксенче мунча-кĕлет туса лартнă, вĕсене паянхи кун та пăсса шала кĕртмен çемьесем пирки уйрăм сăмах. Вĕсем ял тăрăхĕ çинче шутланакан çĕрпе никам ирĕк памасăр усă курма юраманнине питĕ лайăх ăнланаççĕ пулсан та, хушнине пурнăçлама васкамаççĕ. Патреккел ялĕнчи Хĕвел тухăç урамри В.Абрамов, О.Филимонов, Ю.Соловьев çемйисен ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче вырнаçтарнă мунчисене çывăх вăхăтра илмеллех. Елчĕкри Çамрăксен урамĕнчи В.Егоров, С.Тябуков, Патреккелĕнчи В.Можаев хуçалăхĕсем вара ырă ята тивĕç. Вĕсен умĕсенчен иртнĕ чух çынсем тĕлĕнĕвне пытармаççĕ. Таса та тирпейлĕ çуртсене хитре чечексем илем кỹнисĕр пуçне кунта хуçасем хăйсен аллисемпе ăсталанă выльăх-чĕрлĕх кỹлеписем - кăвакалсем, сысна çурисем, хурсем тата ытти те илĕртеççĕ. Ыттисен мĕншĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле мар?


"Елчĕк Ен"
03 августа 2011
00:00
Поделиться