Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Аннеçĕм, вĕçев ăнăçлă пырать"

"Броньпе хупланнă хĕрарăм" тесе ят панă ăна çирĕп кăмăлĕшĕн "Пĕчченлĕхре" юрланă ПĔРРЕМĔШ хут Гагарин портретне курсан космос ăна аптăратса ỹкернĕ. Вăл ун çине "эсĕ те çапла тума пултаратăн" тесе йăл! кулса пăхнăн туйăннă. "Паллах, пултаратăп!" - шухăшласа илнĕ парашют спорчĕн инструкторĕ Валя. Çакăн хыççăн вăл космонавтсен отрядне илме ыйту тăратнă. Ку вăрттăн отряд пулнă. Никама та пĕлтерме юраман. 1962 çулта Космонавтсене хатĕрлекен центрта Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çуралса ỹснĕ пилĕк хĕр тренировкăсем пуçланă: Валентина Терешкова, Жанна Еркина, Ирина Соловьева, Валентина Пономарева, Татьяна Кузнецова. Терешковăна тỹрех асли пулма çирĕплетнĕ. "Валя пире пуçлăхсенчен хỹтĕлетчĕ, - каласа парать Жанна Еркина. _ Пĕррехинче унпа Мускава кайма шут тытрăмăр. Вăрттăн отрядра-çке-ха эпир! Çавăнпа пире ниçта та кăлармаççĕ. Валя аслисенчен пĕринчен Масленниковран ирĕк ыйтма пычĕ. Лешĕ тỹрех тĕпчеме пуçларĕ: "Ăçта? Мĕн тума? Кам патне?" Валентина тарăхса кайрĕ те шаплаттарса хучĕ: "Труссипе лифчик туянма ирĕк вăхăт парăр-ха хăть!". Масленников вара аванмарланса хĕрелчĕ, "кайăрах" терĕ". Анчах ирĕк вăхăт "вăрттăн хĕрсен" сахал пулнă. Кашни кун - тренировка. Чи хăрушă аппаратсенчен пĕри центрифуга шутланнă. Унăн ячех черчен хĕре сехĕрлентернĕ. Çав "япала" ăшĕнче сан çине 600 килограмм йывăрăш йăтăнса анать. Хускалма мар сывлăш çăтма та май çук. Валя тăн çухатнă. Ăна уçă сывлăша илсе тухнă, тăна кĕртнĕ. Терешкова куççульне çăтсах тренировкăсене малалла тăснă. Центрифуга хыççăн - термокамера. Ун хыççăн хĕрĕх градуслă шăрăх та сулхăн пек туйăнать. "Комбинезон, тиртен çĕленĕ калпак, пушмак тăхăнтартатчĕç, çав камерăна кĕртсе лартатчĕç, - каласа парать Еркина . - Температурăна ỹстерсех пыратчĕç". Ахăртнех, чи хăрушши психологи тĕрĕслевĕ пулнă. Валя хĕсĕк пỹлĕмре çичĕ талăк ларнă. Стена тепĕр енчен тухтăрсем унăн кашни хусканăвне сăнанă: хĕр пĕчченлĕхре хăйне мĕнле тытать? Вăл вара кулнă, юрланă. Çакăн пек тĕрĕслевсем хыççăн Вальăна космосра нимĕн те хăратас çук пек туйăннă. Туйăннă кăна çав. 1963 çулхи июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче вăл çĕр-шыв ертỹçисене: "Сирĕн шанăçа тỹрре кăларатăп!" - тенĕ те "Восток-6" карап çине (ăна çав вăхăтра "консерв савăчĕ" ят панă пулнă) шуса кĕнĕ. Вăл ытла пĕчĕкрен унта çурри выртсан çеç вырнаçма май килнĕ. Вальăн виçĕ талăк çавăн пек пурăнмалла пулнă. Лĕклентернĕрен хĕр ăша пĕр тĕпренчĕк те ярайман. Çапах та вăл кулма тăрăшнă, Çĕр çине: "Эпĕ - "Чĕкеç!" Вĕçев ăнăçлă пырать!" - тесе пĕлтернĕ. Сăмах май, "Чĕкеç" тепĕр чух чăтаймасăр "Ай, аннеçĕм" тесе кăшкăркаланă. Вĕçев вăхăтĕнче Валентина хăснă, тăнне те çухатнă, çапах хăйне алла илме пултарнă, камерăра каллех йăл! кулăллă сăн-пит курăнса кайнă. Çĕр çине те çăмăллăнах анса ларман. Больницăра çеç тăна кĕнĕ. Тепĕр кун хушу тухнă: Терешковăна каялла уя илсе каймалла, пĕрремĕш хĕрарăм космонавт Çĕр çине ăнăçлă анса ларнине ỹкермелле, халăха кăтартмалла. Вĕçев тумĕ тăхăннă, кулакан Валя Терешковăна сăнлакан кадрсем пĕтĕм тĕнчене вĕçсе саланнă. "Йывăрăшсăрлăхра, скафандр ăшĕнче, пукан çумне çыхăнса виçĕ талăк ирттернĕ çын хăйне лайăх туйма пултарать-и? - тет Жанна Еркина. - Вăл хăйне япăх туйни каламасăрах паллă. Анчах çакăн пирки Валентина калама пултарайман". Кунта Хрущевăн витĕмĕ çук ТЕРЕШКОВА мĕн пур совет хĕрарăмĕшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ. Вăл çỹçне мĕнле тыттарни, мĕнле тум тăхăнни... Пĕтĕмпех "ỹкерсе" илетчĕç. Чечексем, наградăсем... Пĕр уйăхра мĕн пур паллă артистпа, юрăçпа паллашнă вăл, çĕр-шыв ертỹçисенчен кашнинпе тенĕ пекех туслашнă. Шăпах çак паллашусене тата влаçсен тимлĕхне пула Терешкова тепĕр виçĕ уйăхран Андриян Николаев космонавта качча тухнă теççĕ. Тĕрĕсрех, сас-хура тăрăх, вĕсене Никита Хрущев хăй пĕрлештернĕ. Вăл пуриншĕн те тĕслĕх пулма пултаракан çемье йĕркелесшĕн пулнă. Терешкова та, Николаев та çăлтăрсем вĕт! Шăпах вĕсем пек пулма тăрăшмалла! Хрущев вĕсен туйне чаплă йĕркелени, мĕн пур паллă çынна чĕнни чăн сăмах. Пĕтĕм Тĕп Комитет савăннă туйра, пур енчен те "Йỹçĕ!" тени илтĕннĕ. Валентина питĕ именнĕ. Вĕсем шăппăн кăна çырăнасшăн пулнă, анчах парти политики çапла тума чăрмантарнă. "Вĕсем пĕр-пĕрне юратса пĕрлешнĕ, - тет Жанна Еркина. _ Николаевпа иккĕшĕн хушшинче аталанакан хутшăнусене хам куçпа курнă. Нимĕнле Хрущева та аса илмен ун чух". Çулталăкран тĕслĕх мăшăрăн хĕр çуралнă. Акушерствăпа гинекологин тĕпчев институчĕн профессорĕ Эдуард Каструбин аса илет: "1964 çулхи çулла ача амăшĕ пулма хатĕрленекен Валентина Терешковăна илсе килчĕç. Кĕçех консилиум пуçтарăнасси паллă пулчĕ: хĕрарăма мĕнле йĕркепе çăмăлланма пулăшассине палăртмалла". Валя питĕ пăлханатчĕ: чăтса ирттернĕ йывăрлăхсем ачана сиенлеме пултарнă-çке-ха. Ахальтен чĕнмен ĕнтĕ чи лайăх специалистсене. Валентина хĕрне йĕркеллех çуратнă. "Хĕр ача япăх илтет" текен сас-хура сарăлчĕ-ха ĕнтĕ кайран. Анчах Терешкова чирне нихăçан та çирĕплетмен. Андриян Николаевпа иккĕшĕн "идеал" мăшăрлану пулайман. Валентина общество ĕçĕнче хăйне валли канăç тупнă. Анчах "çемье вучахне" сыхласа хăварма пултарайман вăл, пĕрлешсен вун сакăр çултан сỹнсе ларнă. Валентина таврашĕнчи арçынсем пирки тĕрлĕ сас-хура çỹретчĕ. "Терешкова Юрий Гагарина юратать, Ярославльте çăлтăрлă тỹпепе ылмаштарнă пĕрремĕш савнийĕ юлнă" тесе калаçатчĕç. Валентина Владимировна чĕринче иккĕмĕш упăшкин - паллă хирургăн Юлий Шапошниковăн - сăнарне упрать. Çак мăшăрланура Валентина кăштах лăпланнă, "çемçелнĕ". Анчах темиçе çул каялла Юлий ракпа чирлине тупса палăртнă. Чи лайăх специалистсем унăн пурнăçне тăсас тĕллевпе чылай тăрăшнă пулин те... усси пулман. Паян та Валентина Владимировна - общество ĕçĕнче. Ăна час-часах тĕрлĕ делегаци йышне кĕртеççĕ. Вăхăтăн ытларах пайне вăл çапах та дачăра Алеша мăнукĕпе ирттерет.


"Елчĕк Ен"
03 августа 2011
00:00
Поделиться