Ĕнелсем урпа çапаççĕ
"Прогресс" акционерсен хупă обществинче вырма ĕçĕсем анлăн сарăлса, вăй илсе пыраççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕççи тапхăрĕн кашни саманчĕпе тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Кашни комплекслă бригадăрах "Дон" тата "ACROS" йышши комбайнсем уй-хире тухнă. Вĕсемпе ĕçлеме опытлă механизаторсене çирĕплетнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн Ĕнелти комплекслă бригадинче кăçал хĕрỹ тапхăрта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 430 гектар çинчен пухса илмелле. Халĕ ял çумĕнчи урпа çитĕнекен уйра хĕрỹ ĕç вĕрет. Пĕр çум курăкĕ те çук лаптăкра урпана тỹрремĕнех çапса илеççĕ. Дон-1500Б комбайн штурвалĕ умне Валерий Куприянов тăнă. Хуçалăхра тĕп инженер ти-вĕçне пурнăçлаканскер, хĕрỹ тапхăрта "уй-хир карапĕпе" тыр-пул пухма тухать. Иртнĕ çулсенче те вăл вырмара ăнăçлă ĕçленĕ, районта "Вырма чемпионĕ" ята та тивĕçнĕ. Комбайн патĕнчен йĕтеме тырра Николай Романов водитель ЗИЛ автомашинăпа турттарать. Рейс хыççăн рейс тăвать вăл. Урпа тухăçĕ пысăк. Комплекслă бригадăна ертсе пыракан Анатолий Куприянов пĕлтернĕ тăрăх, вăл кашни гектартан 40-45 центнертан кая мар тухать. Пучахсем, чăнах та, тулли, парка. Тỹрремĕн çапакан уйра улăма пухассине те йĕркеленĕ. Кунта Эдуард Николаев механизатор пресс-подборщикпа пухса купасем тăвать. Ĕçе çакнашкал комплекслă йĕркелени уй-хирти ĕçсене хăвăртлатма май парать. Улăма пухса илнĕ хыççăн ана çине сухалакан агрегатсем пырса кĕреççĕ, çитес çулхи тухăç валли никĕс хывса хăвараççĕ.