Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксене ĕçе вырнаçтаратпăр

Шкултан, професси пĕлĕвĕ паракан учрежденирен тин вĕренсе тухнă 18 çултан пуçласа 20 çула çитичченхи ĕçсĕр граждансене пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçма, чăннипех, çăмăл мар. Çакă çамрăк çынсене хăйсене анчах мар, вĕренỹ заведенийĕсенче, халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче ĕçлекенсене, влаç органĕсен структурисене те шухăшлаттарать. Алла диплом илнĕ кашни çамрăк специалист хăй суйласа илнĕ ĕçре хавхаланса тимлени обществăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Апла пулин те çамрăксем ĕç тупайманнине çине-çинех куратпăр. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе килĕшỹсем çирĕплетеççĕ. Ун чухне ĕç паракансем вĕсене çирĕплетнĕ килĕшỹ тăрăх уйăхсерен шалу тỹлеççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та çак тапхăрта çамрăксене укçа тỹлет. Вăхăтлăха тесе ĕçе вырнаçнă çамрăксем ку е вăл организацире яланлăхах ĕçре юлни вара пире те савăнтарать. Апла пулин те 18-20 çулхи çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Мĕншĕн тесен вĕсене, ку тĕлĕшпе ятарлă программа çирĕплетнĕ пулсан та, вăхăтлăх анчах ĕçе вырнаçтарма пулать. Çакна пăхмасăр, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем çамрăк специалистсене ĕç опычĕ пухма, кирлĕ квалификаци илме пулăшаççĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр, ятарлă программăпа килĕшỹллĕн, вăхăтлăх ĕç вырăнĕ тупса парас тĕллевпе Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕпе килĕшỹ çирĕплетнĕ. Çамрăксене ĕç опычĕ пухмалли тепĕр май _ опытлă специалистсем ертсе пынипе стажировкăсем ирттерни. Çакă та республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн пулса иртет.Çамрăк специалистсене пулăшас тĕллевпе "Стройэнергосервис", "Правовая консультация" ОООсемпе, "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОпа килĕшỹсем çирĕплетсе 4 çамрăка стажировкăна ятăмăр. 2010-2011 çулсенче вĕренỹ заведенийĕсенчен вĕренсе тухнă, стажировкăра пулма кăмăл пур çамрăксене халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центра килме ыйтатпăр.



"Елчĕк Ен"
03 августа 2011
00:00
Поделиться