Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕ вăйпа ĕçе пикенчĕç

Черетлĕ вырма ĕçĕсене пурнăçлама пикенес умĕн "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан çĕнĕ йышши AСROS -530 комбайн кỹрсе килнĕ. Ăна ял хуçалăх предприятийĕнчи опытлă механизаторсенчен пĕрне - Михаил Петрова шанса панă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене Тăрăмпа Кипеçсен иртнĕ çулсенчи пекех 530 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Анчах çанталăк условийĕсене пула кăçал вырма ытларах вăхăта тăсăлма пултарасса механизаторсем малтанах пĕлсе тăраççĕ. Мĕншĕн тесен çỹллĕ ỹссе çитĕннĕ ял хуçалăх культурисем шалкăм çумăр çунине пула çĕр çумне выртнă. Малтан вĕсене ирĕксĕрех вырса пăрахса кушăхтарма тивет, ун хыççăн тин çапса тĕшĕлеççĕ. Пысăк хăватлă халь туяннă AСROS-530 комбайн ĕçе тухăçлă йĕркелеме май парасса шанас килет. Уй-хир ĕçченĕсем те çаплах шутлаççĕ. "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕнче вырма каçалăкне Владимир Игнатьев уçнă. Хăйĕн пулăшаканĕпе, Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн студенчĕпе Владимир Мясниковпа вĕсем чи малтан 10 гектар çинчи Дударь сортлă пăр-çана вырса кушăхтарма хыврĕç, ун хыççăнах сĕлĕ лаптăкне куçрĕç. Ĕç çине хутшăнакан виççĕмĕш комбайна, вăл "Енисей-1200", Валерий Сергеева çирĕплетсе панă, Владимир Петров вара унăн пулăшаканĕ. Ял хуçалăх предприяти-йĕнче ял хуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси çине те тимлĕх уйăрма тăрăшнине палăртмасăр иртме çук. Кăçал кунта супер-элита "Нур" урпа, "Свеча" çурхи тулă, "Фаленская-10" ыраш вăрлăхĕсене пĕтĕмпе 100 гектара яхăн акса çитĕнтернĕ. Чи кирли - уй-хирти пуянлăха тăкаксăр тата кĕске вăхăтра пỹлмесене пухса кĕртмелле. Кунта кăçал çĕнĕ комбайн анчах мар, утă-улăм пухса кĕртнĕ çĕрте усă куракан пресс-подборщик та, тырă аллакан ПСМ-10 сортировка та туяннă. Юрий Мясников председатель палăртнă тăрăх, малашне те техника паркне май пур таран çĕнетсех пымалла. Ăнса çитĕннĕ нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинченех фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Вырма ĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулма тухрĕç. Çав тери паха утă пулмалла. ...Юлашки кунсенчи шăрăх çанталăк çĕр ĕçченĕ майлă пулчĕ тейĕнех, паккуссене вырса пăрахнă ял хуçалăх культурисене хăвăрт типме май пачĕ. Çавна май "Рассвет" ял хуçалăх предприятийĕнче Михаил Петров ĕнер пăрçа çапса тĕшĕлеме тытăнчĕ, унăн пулăшаканĕ - Владимир Сорокин. AСROS-530 комбайн чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлет. Штурвал умĕнчи механизаторсем сывлама çук шăрăх çанталăка та туймаççĕ, тейĕн. Чăнах та çапла, комбайн кабинине кондиционер сивĕтет... Сăн ỹкерчĕкре: Виктор Цыганов çамрăк агрономпа Михаил Петров комбайнер. Михаил çĕнĕ йышши комбайнпа ĕçлессин вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ ĕнтĕ.



"Елчĕк Ен"
01 августа 2011
00:00
Поделиться