Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ушкăнпа ĕç ăнать

"Прогресс" акционерсен хупă обществинче ир пуçласа мĕн çĕрлеччен хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть. Пĕрремĕш комплекслă бригадăра сенаж хывасси çỹлти шайра пырать. - Ĕçе комплекслă йĕркеленĕ. Кăçал курăк ăнса çитĕнчĕ, çавна май сенажа икĕ çуллăх та хатĕрлесшĕн, - пĕлтерет хуçалăх ертỹçи П.Скворцов. Хальлĕхе кунта 160 тонна утă (27 процент), 4400 тонна сенаж (68 процент) хатĕрленĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте 20 ытла техника ĕçлет. Кунта ытларах хальхи йышши техникăпа тăрăшаççĕ. Курăксене çулнă çĕрте В.Воронцов, Л.Иванов, А.Воронцов, А.Владимиров, туранă çĕрте А.Куприянов, В.Охотин, В.Ефимов, В.Чувайкин, В.Мисяков механизаторсем çанă тавăрса вăй хураççĕ. Симĕс массăна турттаракан водительсем те хастарлăха пĕрре те чакармаççĕ. П.Траншкин, А.Колсанов, Ю.Каринкин, А.Егоров, М.Клементьев, Г.Выйгетов, В.Борисов, Ю.Гаврилов, Н.Романов, В.Соловьев, С.Муллин водительсем хиртен траншея патне рейс хыççăн рейс хутлаççĕ. Симĕс массăна пусăрăнтарнă çĕрте Ю.Жирнов, О.Павлов трактористсем, А.Можаев, А.Антонов бульдозеристсем пысăк тăрăшулăх кăтартаççĕ. - Ушкăнпа ĕç ăнать. Ĕç кунран-кун малалла кайни кăмăла çĕклет. Апла пулсан выльăх-чĕрлĕх валли паха апат çителĕклĕ пулĕ. Апачĕ пулсан лайăх кăтартусем пулĕç, - тет пĕрремĕш комплесклă бригада бригадирĕ П.Кудрявцев.



"Елчĕк Ен"
16 июля 2011
00:00
Поделиться