Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Варнава Митрополит - Курнавăшра

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ - вырсарни кун - Раççее чапа кăларса çутăлтарнă çветтуйсене асăнмалли кун пулнă. Чăваш Ен тата Шупашкар епархийĕн Митрополичĕ Варнава Владыка шăпах çак кун пирĕн районти Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвне килсе çитнĕ, аслă кĕлĕ ирттернĕ. Варнава Митрополита, унпа пĕрле килнĕ Шупашкарти тĕрлĕ чиркỹсен священнослужителĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, Христос çуралнин чиркĕвĕн настоятелĕ Анатолий атте кĕтсе илчĕç. Ирхи кĕлĕ ирттернине итлеме ĕненекенсем палăртнă вăхăт çитиччен чылай маларах пуçтарăнма тытăнчĕç. Хамăр районти тĕрлĕ ялсенчи, кỹршĕллĕ районсенчи çынсене те чиркỹре йышлăн курма пулчĕ. Варнава Митрополит çуралнăранпа 80 çул çитнине республикăра анлăн паллă тунă. Çавна май ялти чиркỹсенче йĕркелекен пĕрремĕш тĕл пулăвне Курнавăшра ирттерни пирĕн районшăн пысăк чыс та. Владыка Питрав праçникĕ умĕнхи типĕ кунĕсене лайăх кăмăл-туйăмпа ирттерме, пĕр-пĕрне хисеплеме, юратма пиллерĕ. Кĕлĕ вăхăтĕнче кашни çын кĕллĕн вăй-хăватне туйса тăчĕ. Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕнче ĕçлекенсем тăрăшнипе юлашки вăхăтра чиркĕве шал енчен те, тулаш енчен те юсаса çĕнетессипе нумай тимленĕ. Территори те таса, тирпейлĕ. Çак ĕçсене пурне те ĕненекенсен, прихут членĕсен вăйĕпе пурнăçланă. Укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассинче ял тăрăхĕнче пурăнакан ырă кăмăллă çынсем: Смирновсем (Курнавăш), Максимовсемпе Матвеевсем (Вырăскасси), Александровсемпе Леонтьевсем, Новиковсемпе Доброхотовсем, Вороновсем (Çуткỹл) нумай пулăшнă. Курнавăшри чиркỹ çумĕнчи Вырсарни шкулне çỹрекенсем Владыкăна хăйсен сăввисемпе саламларĕç. Праçник ячĕпе саламлама Çĕрпỹ хулинчи Турă Амăшĕн мăнастирĕнче ĕçлекенсем те килсе çитнĕ. Вĕсем чиркỹн тĕрлĕ хатĕрĕсемпе те суту-илỹ турĕç. Варнава Митрополит Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе питех те кăмăллă пулнă. Юрий Смирнов предпринимателе Архиерей грамотине парса чыс тунă. Чиркỹ настоятелĕ Анатолий атте халăх умĕнчи пархатарлă ĕçшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. 



"Елчĕк Ен"
29 июня 2011
00:00
Поделиться