Вĕренĕве - пысăк тимлĕх
В.КИРИЛЛОВА калаçнă. |
Çу пуçламăшĕнче Раççей Правительство пуçлăхĕ, "Единая Россия" партин лидерĕ Владимир Путин парти членĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра вĕренỹ тытăмне модернизацилес ыйтăва çивĕч çĕклерĕ. Пирĕн республикăра та çак тĕлĕшпе ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă пысăк калăпăшлă ĕçсене нумай çуллăх ятарлă программăсенче палăртнă. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçин çумĕпе В.Баймушкинпа çывăх вăхăтра шкулсенче çĕнĕлĕхсем кĕртес пирки сăмах пуçартăмăр. - Владимир Михайлович, чи малтанах иртнĕ вĕренỹ çулĕн итогĕсем çинче чарăнса тăрар пулĕ? - Выпускниксемшĕн юлашки шăнкăрав, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем, ăсату каçĕ хыçра. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан 220 хĕрпе каччăшăн нихăçан асран тухман çул пулса юлĕ кăçал. Çавăнпа та ĕнерхи вĕренекенсем кăна мар, вĕсен вĕрентекенĕсем, ашшĕ-амăшĕ савăнăç куççулĕсене пытараймаççĕ. Кăçал вăтам шкул пĕтернисен йышĕнче ылтăн медале тивĕçнисем 11-ĕн, кĕмĕллисем - 10. Хальхи вăхăтра медаль аслă шкулсене кĕме ĕлĕкхи пек çăмăллăхсем памасть, çапах та шкул парти хушшинче пухнă ăс-тăна палăртакан ятуллă паллă пулни чăрмав кỹмест. Медалистсемех - республикăри, Раççейри олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсем. Вĕсене вара çул уçă. - Районти шкул ачисем çулран-çул ỹсĕмсемпе савăнтараççĕ... - Çапла. Кăçал нихçанхинчен пысăк кăтартусемпе палăрчĕç Елчĕк ачисем. Республикăри олимпиадăсенче 11 вĕренекен 14 призлă вырăна йышăнчĕ. Вĕсенчен улттăшĕ выпускниксем. Пысăк тавра курăмлисемпе пултаруллисене ятран аса илмеллех. Лаш Таяпари А. Павлов республикăри олимпиадăра биологи тата экологи предмечĕсемпе пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Раççей шайĕнчи тупăшусенче те пĕрре мар палăрчĕ вăл. Çавăн пекех Таяпа Энтринчи Н.Траншкина (тăххăрмĕш класс) общество, право предмечĕсемпе иккĕмĕш, Кушкăри А.Портнов вырăс тата нимĕç чĕлхисемпе виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Елчĕкри Н.Чуманова, Аслă Елчĕкри Н.Афанасьева, Курнавăшри М.Ефимова, Кушкăри К.Гордеева та район чысне çỹле çĕклерĕç. - Вĕрентекенсемпе воспитательсен ỹсĕмĕсене те илтнĕ. - Юлашки çулсенче уйрăмах пĕлỹ пахалăхне лайăхлатас, шкулсенче анлă тавра курăмлă педагогсем ĕçлеччĕр тесе тăрăшни куç умĕнчех. Ачасене юратман çын шкулта ĕçлеймест. Учитель - çул кăтартакан. Вăл ачашăн тĕслĕх пулмалла. Пирĕн районти учительсем хушшинче хисеплĕ ятсем, Раççей, Чăваш Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илнисем сахаллăн мар. Кăçалхи ỹсĕмсем те сулмаклă. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти А.Данилов вĕрентекен "Чи класлă класс ертỹçи" конкурсра республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ С.Карамаликова, Курнавăшри С.Аверьянова воспитательница ЧР Президенчĕн 20-шер пин тенкĕ грантне, Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача сачĕ 200 пин тенкĕ грант çĕнсе илме пултарчĕç. - Вĕренỹ çулĕ хыçра, учительсем - отпусксенче. Шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хăçан хатĕрлеме пуçлаççĕ? - Ăсату каçĕсем хыççăнах пуçăннă. Кăçал уйрăмах Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Таяпа Энтринчи шкулсене, Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача садне юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрасшăн. Правительство пуçлăхĕ шкулсене çĕнĕ сăн кĕртесси пирки те чарăнса тăнă. Районти шкулсенчи лару-тăру начар тесе калаймăн. Классем çутă, илемлĕ, чылайăшĕнче хальхи йышши оборудовани пур. Ачасене вĕренме мĕн пур услови çителĕклĕ. Маларах асăннă учрежденисенчи тăрăсене çĕнетмелле. Юсав ĕçĕсем пурнăçлама район тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Утă уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче ятарлă комисси шкулсене тĕрĕслеме тухĕ. - Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсем ĕçе кĕме пуçлаççĕ. - Патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене хальлĕхе тăххăрмĕш класс таран çирĕплетнĕ. Кăçал пĕрремĕш класа килекен 200 ача çĕнĕ стандартпа вĕренме пуçлать. Вĕсене вĕренме тивĕçлĕ услови пултăр тесе классенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтараççĕ. Программа та çĕнĕ вĕсен. Пĕрремĕшсене вĕрентекенсем ятарлă курссенче пулса çĕнĕлĕхсене алла илнĕ. Шкул нихăçан та пĕр вырăнта тăма пултараймасть. Çĕнĕлĕхсем вара малалла талпăнма пулăшаççĕ. Унсăрăн мĕнле-ха? -Учительсемпе воспитательсене хавхалантараканни, паллах, ĕç укçине ỹстерме палăртни... - Правительство педагогсен шалăвне ỹстерме май тупни савăнтарать. Çапла майпа çамрăк педагогсем те шкулалла туртăнĕç. В.Путин çамрăк педагог укçа сахал тỹленине пулах шкула кайманнине уççăн палăртрĕ. Шалăва ỹстерни ĕçлес кăмăл-туйăма та çĕклет, паллах. Çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсем ĕçе кĕнĕ май учительсен уроксем хыççăн та воспитани ĕçĕпе те нумай тăрăшмалли куç умĕнче. Вĕренекен - ашшĕ-амăшĕ- учитель çыхăну çирĕп пулсан, пĕр-пĕрне пулăшса пырсан кăна çитĕну тума май пур. - Ача сачĕсем пирки те çивĕч ыйту тăрать... - Шкулчченхи вĕренỹ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе ĕçлемелли плансем пысăк. Шкул çумĕнче кĕçĕннисен ушкăнĕсем уçăлни ашшĕ-амăшĕ умне сиксе тухакан нумай çивĕч ыйтăва татса пама май пачĕ. 17 шкул çумĕнче 25 ушкăн ĕçлет. Районта виçĕ ача сачĕ. Нумаях пулмасть çеç 126 шăпăрлан пуçласа садике кайрĕ. Черетре тăракансем тата 190 пепке. Çывăх çулсенче Елчĕкри Мир урамĕнче 90 вырăнлă ача сачĕ тума палăртнă. Çавăн пекех Тăрăмри ача сачĕ пулнă çурта хута ярасшăн. Вĕренỹ тытăмĕ çине Правительство пысăк тимлĕх уйăрни пире çанă тавăрса ĕçлеме хистет. - Владимир Михайлович, калаçушăн тавах. |