Канашламалли тупăнатех
Районта общество организацийĕсем сахал мар. Вĕсенчен пĕрне - Пĕтĕм Раççейри вăрçăпа çар ĕçĕсен тата çар службин ветеранĕсен районти общество организацине эпĕ ертсе пыратăп. Пирĕн йышра Аттелĕхĕн Аслă, Афганистан, Чечен вăрçисене хутшăннă ветерансем тăраççĕ. Питĕ шел, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсемпе пĕрле афганецсен йышĕ те кунран-кун сахалланса пырать. Районта 85 афганец. 160 ытла çамрăк Чечен вăрçине хутшăннă. Ĕнерхи салтаксемпе запасри офицерсем хальхи вăхăтра районта тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Вăрçă ветеранĕсем час-часах шкул ачисемпе тĕл пулса Тăван çĕр-шыва епле юратнине, арçын тивĕçне пурнăçласа салтакри пурнăç çинчен каласа параççĕ. Ун пек тĕл пулусем вĕренекенсен асĕнче юлаççĕ. Утă (июль) уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра 10 сехетре маларах асăннă организацире тăракан ветерансен отчетпа суйлав пухăвĕ иртет. Унта вăрçа хутшăннă ĕнерхи салтаксемпе офицерсене йыхравлатăп. Пĕрле тĕл пулса калаçмалли, сỹтсе явмалли чылай пирĕн. Тĕл пулăва халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайăн, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн, районти аптека, райбольница, Комсомольски çар комиссариачĕн ĕçченĕсем хутшăнаççĕ, пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Общество организацийĕнче - хĕрỹ точкăсенче пулнă пилĕк ветеран-инвалид. Правительство пысăк тимлĕх уйăрать вĕсене. "Ветерансем çинчен" саккунпа килĕшỹллĕн сусăр çынсем тĕрлĕ çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Саккунри çĕнĕлĕхсемпе те паллаштараççĕ пухура. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-927-859-17-06. |
"Елчĕк Ен"