Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пуканесен "амăшĕн" юбилейĕ

Хальхи вăхăтра тум урлă чăваш халăхĕн авалхи историне, авалтан пыракан кулленхи тата уявсенчи сăн-сăпатне, чун, тĕрĕ илемĕпе пуянлăхне упраса аталантаракансенчен пĕри вăл - Зинаида Ивановна Воронова. Пултаруллă ăстаçăна, унăн "пукане тĕнчине" пĕлмен çын çук та пулĕ республикăра. Зинаида Ивановна Елчĕк ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Çак уйăхра вăл 60 çул тултарчĕ. Çак ылтăн алăллă хĕрарăм капăр тумлă пуканесем çеç мар, тухъя-хушпу та, мăй çыххи те, кăкăр умĕ те ăсталать, кĕпе-тумтире чăваш тĕррисемпе эрешлет. З.И.Вороновăн паха ĕçĕсем Чăваш Енре çеç анлă сарăлман, республика тулашĕнче те пĕлеççĕ вĕсене. Тăтăшах çул çỹревре, тĕрлĕ куравсенче пулнă май ăстаçă "çуратнă" пуканесем Англи, Швейцари, Америка, Голланди çĕр-шывĕсене "качча кайсах" пыраççĕ. Нимĕнле ют çĕр-шыв пуканийĕсем те çитеймеççĕ вĕсене! Чăваш халăхĕ ăсталанисем - чи чаплисем, чи илĕртỹллисем. Зинаида Ивановна пуян шухăш-кăмăллă çын пулни унăн ĕçĕсенче курăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăстаçă хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. 2004 çулта "Чăваш Республикин халăх пултарулăх промыслин мастерĕ" ят панă ăна. Тĕп хулари ачасен "Эревет" ансамбльне те, Мускаври ентешĕмĕрсен фольклор ушкăнне те вăл тумлантарнă. Унăн ал ĕçĕсем Мускаври "Тĕлĕнтермĕш уй" музейĕнче те упранаççĕ. Тĕ-рĕçĕн хаклă мулĕ кайран та çитес ăрусем валли упранса юласса шанас килет. 



"Елчĕк Ен"
25 июня 2011
00:00
Поделиться