Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăн-чăн ăста, хисепĕ - кашни ялта

Кашни тĕрĕслỹ хыççăнах çыхăну йĕркеллĕ, шанчăклă пулнине палăртаççĕ республикăн чи аякри районĕсенчен пĕринче - Елчĕк енре - телефонпа ытти енлĕ çыхăну пахалăхне тĕрĕсленĕ хыççăн Ростелекомăн Атăл тăрăхĕнчи тата Чăваш Ен филиалĕсен специалисчĕсем. - Хăнасем пирĕн ĕçпе кăмăллă пулнинче хăйĕн çур ĕмĕрне яхăн линипе техника эксплуатацине панă Вениамин Павлович Беляевăн тỹпи уйрăмах пысăк, - палăртать участок начальникĕ А.М.Алюкин. - Эпĕ ертỹçĕре нумаях вăхăт мар-ха. Çавна пула тепĕр чухне хамăн та унран вĕренме, унпа канашлама тивет. ...Вениамин пĕчĕклех физикăна ытларах кăмăлланă. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех, учитель тата ашшĕ-амăшĕ вĕрентнине тĕпе хурса, пĕчĕк кăна радиоприемник ăсталанă. Вăл хăлхи çине хунă итлемелли хатĕрпе Шупашкартан е ытти хуларан çĕнĕ хыпарсемпе концертсем йышăнни ыттисене те тĕлĕнтерсех янă. "Епле пултаруллă вăл, пирĕн Венок, хăй тĕллĕнех темĕн те тума пĕлет..." Çак сăмахсем Канашри ЭТУСăн районти участокĕн начальникĕ П.В.Смирнов патне те çитнĕ. Часах вăл тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă çамрăка каникул вăхăтĕнче вăхăтлăх ĕçе йыхравланă. _ Саншăн, чăнах та, çăмăлах килмĕ, - тенĕ ăна çу кунĕсенче мĕнпе аппаланмаллине ăнлантарса Петр Васильевич. - Хăвăнтан аслисемпе пĕрле юпалăх вăрман касмалла. Унтан ăна турттарса килсе хуппинчен тасатмалла та, йывăç ан çĕртĕр тесе, ятарлă шĕвекпе, аялти пайне тикĕтпе сĕрмелле. Кайран вĕсем çине нумай вăхăтлăха телефон тата радио линийĕсем карăпăр... Ашшĕ, Павел Антонович та, хăй чылайранпа линипе эксплуатаци участокĕнче ĕçлекенскер, каччă çулне те çитмен çамрăк пуçлăхпа килĕшнипе кăмăллă пулнине систерсе пуçне сĕлтнĕ... Унтанпа Пăлара нумай шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ. Шăрăх та уяр çу кунĕсем шартлама сивĕпе, йĕпе те тĕксĕм кĕркуннепе, шăнкăрти шывсен юххиллĕ çуркуннепе вун-вун хут та улшăннă. Анчах Вениамин Беляев, паян пурте хисеплесе Вениамин Павлович тесе чĕнекенскер, халĕ те час-часах шухăшĕпе ачалăхпа çамрăклăхне таврăнать. ...Салтакран килсенех ăна маларах нумаях та мар пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем кĕтсе илеççĕ. Тунсăхланăскерсем, ăна саламласа пĕрер курка ĕçрĕç-и çук-и, тỹрех хăçан ĕçе тухма пултарасси пирки ыйту пачĕç. "Хăть ыранах!" _ салтакла çирĕппĕн хуравларĕ Венок. Эпир унпа цехсене, ку чухнехи ĕç вырăнĕсене кĕрсе куртăмăр, çыхăнуçă-юлташĕсемпе курнăçса калаçрăмăр. Пỹлĕм-сем, тĕпрен илсен, пушăпа пĕрех. Çынсем вырăнне тĕрлĕрен кăткăс механизмсем, автоматика ĕçлет. - Унччен, эсир ĕçлеме пуçланă чухне, еплерехчĕ вара? - Пытармасăр каласан, пĕрре те çăмăл пулман. ...Пĕррехинче участока Шăмалакри икĕ телефонран иккĕшĕ те (правленипе ял канашĕнчи) ĕçлеме чарăнни çинчен хыпар çитет. Кун пирки вырăнти çыхăнуçă хăй çын урлă пĕлтерет. Пỹлĕмсенче те, урам тăрăх иртекен линисене те тĕрĕсленĕ икккен. Анчах пралук ăçтан татăлнине çав-çавах тупайман. Аптăранă енне Венок хĕллехи шартламара ирех лаша кỹлет те линие Елчĕкрен тытăнса хăй куçласа пырать. Çула май Лаш Таяпари коммутатора та (паянхи ăрурисенчен чылайăшĕ вăл мĕн иккенне те тĕшмĕртмест пулĕ) кĕрсе тухать. Унта пурте йĕркеллех пулнине кура малалла Шăмалака çул тытать. Ялтан тухать кăна, çил-тăман алхасса каять. Лини мĕнлерех иккенне çиле хирĕç сăнаса пынăран сисмест те - питне чĕпĕтсе илет. Тăм илнĕ иккен. Лашине чарса шуралса хытнă вырăна юрпа сăтăрса çемçетет те малаллах каять. Телее тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк минутранах пралук усăнса (татăлса) аннă вырăна асăрхать, хĕнпе пулсан та ăна сыпăнтарма, çыхăнăва йĕркелеме май тупать. Савăннипе лашине çавăрать кăна, таçта темскер уланă сас илтет. Çул хĕрринчи вĕтлĕхре кашкăр шăлĕсене шатăрттарать, хăрушшăн улать иккен! Мухтав Турра, кашаман мĕнле икĕ кайри ури çине ларнă, çаплипех, вырăнтан тапранмасăр, юлать... Паянхи ĕç хатĕрĕ, ĕç мелĕ, çĕнĕлĕхсем пирки ыйтсан Вениамин Павлович куçĕсем çуталсах кайрĕç: "Ĕлĕкхинчен çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăраççĕ..." Сывлăшран карнă пралуксем "çуках" теме юрать. Телефон-телеграф çыхăнăвĕ пĕтĕмпех çĕр айĕнче. Ĕлĕкхи пĕчĕк аккумулятортан вăйсăр ток тата аппарата алăпа çавăрса çыхăну йĕркелемеллисем музейсенче кăна тăрса юлнă. Çитмĕлмĕш çулсенче телефон-автоматсем, коммутаторсем вырăнне автоматла телефон станцийĕсем вырнаçтартăмăр. Халĕ чи аякри ялсемпе икĕ-виçĕ хуçалăхлă поселоксенче те цифра мелĕпе ĕçлекен çыхăну. Нумаях пулмасть сăнавлă майпа кабель телевиденийĕ хута янă... - Апла пулсан çыхăнупа информатика ĕçĕ хуларинчен пĕрре те кая мар... - Çапла. Çапах та ку чухнехи хатĕр те ăнсăртран чăхăмлама пултарать. Пĕррехинче, Кỹлпуç АТСĕнче вăйлă çил-тăвăла пула электроэнерги хỹтлĕхĕнчи автомат "пăрахсан", авари ушкăнне çĕр варринчех çирĕм çухрăма ытла илсе çитермелле пулчĕ. Чăн та, айăпĕ энергетиксенче пулнине часах пĕлтĕмĕр. Анчах пирĕн йĕркепе çыхăнусăр юлнă кашни самантшăн явап тытмалла-çке! Вениамин Павлович каласа панă тăрăх, çич-сакăр çул каялла, ялсене çут çанталăк газĕ кĕртме пăрăхсем хывнă вăхăтра, кăткăс самантсем уйрăмах нумай пулнă. Калăпăр, Кармал-Элпуç енче 50 мăшăрлă кабеле траншея чавакансем сиенлесен Комсомольскинчи çыхăнуçăсене те пулăшма чĕннĕ. Кăçал кăна Елчĕкре (район центрĕнче!) вăтăр ытла çул усă курнă 300 мăшăрлă кабель сиенленсен хамăрăннисемпе пĕрле Канашсемпе Патăрьелсем те талăкĕ-талăкĕпе куç хупмасăр ĕçленĕ. Çавăн пек туслăх, ырă хутшăнусем, пĕр-пĕрин пулăшăвĕ çыхăнупа информатика каналĕсене яланах йĕркеллĕ тытса тăмалли никĕс пулса тăраççĕ те. Линипе техника эксплуатаци участокĕн инженерĕн ахаль кун та, канмаллипе уявра та лăпкă самант çукпа пĕрех. Çав вăхăтрах, самана таппинчен юлас мар тесен, хăйĕн те, пысăках мар ĕç коллективĕн те ялан вĕренмелле, çĕннине шырамалла, ку чухнехи çыхăнупа информатика çĕнĕлĕхĕсене вĕçĕмсĕр ĕçе кĕртмелле. Çавна пулах вĕсен çулсерен е ытларах та тĕрлĕ курссемпе вĕренỹре пулма тỹр килет, час-часах кỹршĕсемпе аякри регионсем таранах пулса, ыттисен паха опычĕпе паллашма, мĕн лайăххипе хăюллăн усă курма тивет. - Пур пĕрех хама халĕ самай лăпкăрах туятăп, - тет Вениамин Павлович. - Тамара мăшăрпа пĕрле хĕрпе ывăл çитĕнтерсе, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Ỹссе пыракан мăнуксем те хавхалантарсах тăраççĕ. "Манăн та сан пек çыхăнуçă пуласчĕ", - текенни те пур. - Апла пулсан, эсир хăвăра пỹрнĕ шăпана ỹпкелешместĕр, ачалăхри ĕмĕт-тĕллев тивĕçлипе пурнăçланать текен ырă туйăмпа ĕçлетĕр тата пурăнатăр? - Паллах. Пурнăç тăршшĕпе тенĕ пек пĕр предприятире ĕçлеме пỹрни хăй кăна та пысăк телей... - Вăл пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх, - хушса хурать участок начальникĕ Андрей Моисеевич. - Унăн çынлăхĕ, ĕçе тирпейлĕ те васкамасăр, тĕплĕ туни ыттисене те яваплăхлă пулма, хальхи вăхăтра уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ çыхăнăва шанчăклă тытма хавхалантарать.


"Елчĕк Ен"
25 июня 2011
00:00
Поделиться