Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕне усракансене укçан пулăшаççĕ

В.ЕМЕЛЬЯНОВА,

 Иртнĕ çулхи çанталăк условийĕсенче выльăх апачĕ хатĕр-лессинче пысăк чăрмавсемпе тĕл пулнине шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсене, фермерсене, уйрăм çынсене выльăх апачĕ туянма тесе кăçалхи пĕрремĕш кварталта патшалăхран ятарласа укçа-тенкĕ уйăрса панăччĕ. Ĕне усракансем çакăн йышши пулăшупа тепĕр хутчен усă курма пултараççĕ. Выльăх апачĕ туянма субсиди уйăрса парас йĕркене Раççей Федерацийĕн Правительствин 2011 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчи (179-мĕш номер) йышăнăвĕнче çирĕплетнĕ. Субсиди уйăрса панă чухне ял хуçалăх предприятийĕсенче 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне выльăхсен хисепне сыхласа хăварнине, кăçал е иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталта выльăх апачĕ туяннине ĕнентерекен документсем _ справка-расчетсем пуррине шута илеççĕ. Кирлĕ хутсене утă уйăхĕн 11-мĕшĕччен хатĕрлесе çитермелле.



"Елчĕк Ен"
22 июня 2011
00:00
Поделиться