Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уявсем вĕçленчĕç, утă вăхăчĕ пуçланчĕ

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый "Акатуй" ĕçпе юрă тата спорт уявĕ мĕнле иртнине тишкерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, уяв тĕпрен илсен лайăх, йĕркеллĕ иртнĕ, ăна йĕркелесе ирттерме хутшăннă çынсене тав турĕ. Çапах та çакнашкал уявсене йĕркелесе ирттерессинче çĕнĕлĕхсем кĕртес тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Шăмат кун Çуткỹл шкулне уçнăранпа 120 çул, вырсарни кун Атăкçырми ялĕ 100 çул çитнине паллă тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çак икĕ уява та асра юлмалла паллă тунине палăртса хăварчĕ. Çурхи уявсем вĕç-ленчĕç. Малалла - хĕрỹ ĕç кунĕсем. Çул-йĕре юсасси чи пĕлтерĕшлисен шутĕнче. Акатуй уявĕ умĕн Совет урамĕн пĕр пайне Чурачăкри "Воддорстрой" ООО коллективĕ кĕске вăхăтра асфальт сарса хытарнă. Ĕçе вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланăшăн Н.Миллин асăннă организацин ертỹçине А.Федорова тав турĕ. Районта çул-йĕр юсакан тата тăвакан организацисен "Воддорстрой" ОООран тĕслĕх илмелле, çул-йĕре кĕске вăхăтра юсамалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ кану кунĕсенче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн территорийĕнчи выльăх-чĕрлĕх витисене, обществăлла çурт-йĕре мĕнле тытса тăнине тĕрĕсленĕ. Унта мĕнле çитменлĕхсемпе тĕл пулнине ỹкерсе илнĕ. Вĕсемпе канашлăва хутшăннисене паллаштарчĕç. Таяпа Энтринчи ĕне выльăх витисене аркатнă, Кĕçĕн Таяпара вĕсем юхăнса лараççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ усă курма юрăхлă витесене, хуралтăсене сыхласа хăварса ĕçе кĕртме, юсама юрăхсăррисене пăсма шутламасть. Вĕсем ял сăнне ярса лараççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Власова тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушса хăварчĕ. Иртнĕ çулхи типĕ çанталăка пула хăрнă йывăçсем кашни ялтах пур. Вĕсене касса тирпейлемелле. Нумай çул ỹсекен курăксем ỹссе çитĕнчĕç. Анчах час-часах çумăр çуса тăни вĕсене çулса утă, сенаж хатĕрлеме чăрмантарать. Çапах та выльăх апачĕ хатĕрлемеллех. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов "Победа", "Прогресс", "Родник" хуçалăхсем ĕнерхи кун тĕлне утă çулма тухнине, çак ĕçе паян-ыран ыттисем пуçăнасси çинчен пĕлтерчĕ. Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе яврĕç.


"Елчĕк Ен"
15 июня 2011
00:00
Поделиться