Сăваплă ĕçрен пăрăнар мар
Кĕтмен çĕртен лекнĕ синкекрен çăлăнса тухма тепĕр чухне донор юнĕ питĕ кирлĕ. Çавăнпа та вилĕмрен çăлса хăварасси чылай чухне шурă халатлисенчен çеç мар, ытти çынран та килет. Юлашки вăхăтра Раççейре те, Чăваш Енре те донорсен йышне ỹстерес тесе чылай ĕç тăваççĕ. Акă, "Юн служби" программа ăнăçлă пурнăçланма пуçларĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕр-шыври сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене, больницăсене юнпа тивĕçтересси. Çамрăксене те пархатарлă çак ĕçе явăçтарма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри больницăсене кунсерен 42 литр юн кирлĕ. Ку 110 донор пулăшăвĕпе танлашать. Чăваш Енре вара пин çынран 18-шĕ çеç юн парать. РФ "Юн тата унăн компоненчĕсен донорлăхĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн юн паракансене социаллă пулăшусем палăртнă. Ĕнер юн донорĕсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă. Пирĕн районта СССР хисеплĕ донорĕсем - 61, Раççей хисеплĕ донорĕсем - 53. Аслă Пăла Тимешри Н.Викторова фармацевт, Яманчỹрелĕнчи В.Корнилова фельдшер хисеплĕ донор ятне чылай çул каялла илнĕ пулсан та паян та çак сăваплă ĕçе чун ыйтнипе хутшăнаççĕ. Ыран, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче, районти тĕп больницăра донор кунĕ иртет. Елчĕксене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.