Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çимĕк - çинçе çитсессĕн

Çимĕк - савăнăç, çамрăклăх, юрату уявĕ. Çак вăхăтра çут çанталăк ешерсе чечекленет, пур чĕрĕлĕх капланать. Леш тĕнчене ăсаннисем те пире курма, пирĕнпе савăнма килеççĕ, вĕсен ỹчĕсем вăхăт иртнĕрен тăпра пулăхне куçса пирĕн ума ешĕл ỹсен-тăранпа тухаççĕ. Хăйсен тахçанхи пурнăç талпăнăвне, ĕçĕн-хĕлĕн ахрăмне, ĕмĕт-ăнтăлăвне, пире, çĕр çинчисене, симĕс туна-çулçăпа, çеçкеленекен чечек-туратпа палăртаççĕ. Ваттисем пирĕн хушăра пулни пире вăй-хал кỹрет, хавхалантарать. Леш тĕнчерисен чĕмлĕхĕ Çимĕкре вирлĕ, туллин палăрать. Паллах, ахаль чухне те ваттисем пирĕн ĕçсене, сывлăха, пурнăçа витереççĕ. Çимĕкре вара, ку тĕнчепе леш тĕнче тĕл пулнă чух, пин-пин çул пĕр саманта пуçтарăннă тейĕн, çавăнпа ун чух хамăр килĕн, ялăн, йăхăн, çĕрĕн кун-çулне ваттисемпе пĕрле туйса-тỹссе ирттеретпĕр, малашнехине те паянхи кунпа танлаштаратпăр. Çав хушăрах Аслатипе Çĕр-анне тĕл пулса çиçĕме хытăрах çиçтернĕ пек, арçынпа хĕрарăм çывăхланса тулли юрату тупсăмне тупнă пек, плюспа минус çыпăçса ларнă пек ку тĕнчерисемпе леш тĕнчерисем те пĕрле пулса киленеççĕ, алхасаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, ташлаççĕ-юрлаççĕ. Çимĕк çулла, ăшă аннă хыççăн вăйлă аслатиллĕ çумăрпа, каçхине çăра сывлăм ỹкнипе пĕр вăхăталла килет. Авалтан çирĕпленнĕ йĕркепе Çимĕке Мăнкунтан çичĕ эрне шутласа уявлаççĕ. Ăна чылай çĕрте шăмат кун е вырсарни кун паллă тăваççĕ. Елчĕк тăрăхĕнчи хăш-пĕр ялсенче Çимĕке кĕçнерни кун та тухаççĕ: Елчĕкре, Акчелте, Патреккелте, Кĕçĕн Патреккелте, Çĕнĕ Тỹскелĕнче, Çĕнĕ Патреккелте, Петровкăра, Тăрмăшра, Хĕрлĕçырта, Питтĕпелĕнче, Исемпелĕнче тата Çĕнĕ Эйпеçре. Шăмат кун Çимĕке уявлакансем шутне Ĕнел, Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Шуршу, Элпуç, Çирĕклĕ Шăхаль, Кармал, Мучар, Хăвăлçырма, Тĕмер, Кỹлпуç, Лаш Таяпа, Вăрăмхăва, Яманчỹрел, Шăмалак, Атăк çырми, Çĕнĕ Пăва, Çуткỹл, Турхан, Кĕçĕн Шăхаль, Аслă Шăхаль, Вырăскасси, Аслă Пăла Тимеш, Кавал, Кивĕ Эйпеç, Кушкă, Энтепе, Каркалар, Кивĕ Арланкасси, Çĕнĕ Арланкасси, Тăрăм, Кипеç, Тип Тимеш, Анатри Тимеш ялĕсем кĕреççĕ. Çимĕке вырсарни кун та уявлакансем пур: Чăваш Тăрăмĕ, Курнавăш, Тỹскел тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсем. Çимĕкре ваттисен пĕтĕм вăй-хăвачĕ çĕр çине ỹсен-тăранăн çĕнĕ турачĕ-тунипе, çеçки-чечекĕпе тухать. Ваттисем пире çывăхрах пулччăр, пирĕн хута кĕме пултарччăр тесе эпир таврари курăк-турата хамăр çума нумайрах илетпĕр, кил таврашне вырнаçтаратпăр. Çимĕк мунчинче чăваш çĕнĕ хурăн милĕкĕпе çапăннă.



"Елчĕк Ен"
15 июня 2011
00:00
Поделиться