Агроном, строитель, çĕвĕç
Александр Леонтьев Лаш Таяпа ялĕнче 1971 çулта çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Агроном дипломне илсенех "Слава" хуçалăхра бригадир пулса ĕçленĕ. Хуçалăх салансан кỹршĕ республикăри "Новый путь" колхозра агроном пулса пилĕк çул вăй хунă. Самана улшăнсан , Тутарстанри çĕрсем уйрăм çын аллине куçсан Мускава çул хывнă: ахаль рабочирен строительсен бригадирĕ таран ỹснĕ. Çичĕ çул шапашкăра çỹренĕ хыççăн хăйĕн ĕçне уçнă. Раççей çарĕнче тăнă хыççăн çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе, Галина Петровнăпа, виçĕ ача ỹстерсе воспитани параççĕ. Раççей предпринимательлĕхĕн кунĕ умĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Иван Моторин тата ЧР суту-илỹпе промышленноç палатин ертỹçи Игорь Кустарин ирттернĕ пресс-конференцирен Лаш Таяпара пурăнакан Александр Леонтьев уйрăм предприниматель тулли кăмăлпа, çĕнĕ шухăшсемпе таврăнчĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ пирки нумай çивĕч ыйтусем хускатрĕç. Нумаях пулмасть çеç хăйĕн ĕçне пуçарса янă Александр Васильевич пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксемпе тĕл пулса калаçнишĕн те питĕ хавас. Ялта вуншар çул ахаль ларакан çĕвĕ цехне çĕнĕрен хута ярасси ыт ахальтен пырса кĕмен çамрăкăн пуçне. Сашăн ашшĕ, Василий Николаевич, Мускав фабрикин Лаш Таяпари филиалĕнче цех начальникĕ пулса ĕçленĕ. Вăл çирĕп хуçа пулнăран кăна 15 çул хуçасăр цехран пĕр япала та çухалман. Тем пысăкăш пỹлĕмсем ахаль ларнишĕн чунĕ ыратнă яваплăха туякан çыннăн. Ашшĕн чун-чĕри усăсăр ларакан çуртшăн çуннине курса тăнăран, Саша пĕринче çак ĕçе хăй çине илес шухăш пулнине пĕлтернĕ. Курасчĕ сирĕн, Василий Николаевичăн куçĕсем епле çуталнă ун чухне. Тăватă ача ашшĕ çĕвĕ ĕçĕнче чăн маçтăр пулнă, машинисене хăйех юсанă. Унăн мăшăрĕ, Мария Ефимовна, ĕмĕрне шкул ачисене вĕрентес ĕçе панă. Вĕсем ывăлне мĕн пур таран пулăшу аллине тăснă, ырă та ăслă сĕнỹсемпе хавхалантарнă. - Уйрăмах Елена Евдокимовăпа Елена Мижерова çĕвĕçсене тата ялти ытти хĕрарăмсене те çак ĕçе пуçарса яма пулăшнăшăн, пирĕнпе пĕрле ĕçленĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калас килет, - тет Александр. Ашшĕпе ывăлĕ хăйсен шухăшĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин патне кĕнĕ, Николай Петрович вĕсен пуçарулăхне ырланă. - Пысăк ĕç пуçарасси пĕрре те çăмăл мар. Иксĕмĕр те çĕвĕ ĕçне ятарласа вĕренмен. Çавăнпа та аппасемпе йыснасем, тăвансем сахал мар канаш панă, çĕлеме те вĕрентнĕ, - тет Галина. Çамрăк мăшăр пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланни тỹрех сисĕнет. Иккĕшĕ те ĕçшĕн хыпса çунаççĕ. Ỹркенмеççĕ. Çĕвĕ машинин вăрттăнлăхне алла илнĕ вĕсем. Тỹрех каласа хăварам: Александр Васильевич халĕ ертỹçĕ кăна мар, слесарь-наладчик те. Елчĕксем килти çĕвĕ машинисене те ун патне юсама илсе пыраççĕ. Нихăшне те каялла ямасть. Малтанах Леонтьевсем тĕрлĕ тĕслĕ пусмасенчен килте вырăн таврашĕ çĕлесе сутнă. Унтан тĕрлĕрен тумсем çине куçнă. Тăван ялти хĕрарăмсем хĕл кунĕнче йышлăн ĕçленĕ унта. Анчах çулла вĕсем ĕçе çỹреме ерçеймен, пахча çумламалла. Çĕлемелли заказсем вара питĕ нумай. Çавăнпах цеха Елчĕке куçарма тивнĕ. Пĕр вăхăт ĕлĕкхи Йăла çуртĕнче вырнаçнă вăл. Унта хĕсĕкрех пулнипе çĕнĕ вырăн шырама тивнĕ. Хальхи вăхăтра "Василек" цех районти çăкăр заводĕнче хăтлăх тупнă. Çутă та илемлĕ пỹлĕмсенче ĕçлеме услови лайăх. Хальлĕхе кунта çирĕм çын тăрăшать. - Заказсем нумай пулнăран çын çитмест. Çавăнпа та эпир хамăр пата ĕçлеме чĕнетпĕр. Çĕвĕçе вĕреннĕ çынсем пулсан лайăх, паллах. Çапах та хамăр та çĕвĕ ĕçне вĕрентетпĕр, - пĕлтерет цех начальникĕ Александр Васильевич. - Пенсие тухнă тесе килте ларас килмест. Халиччен çĕвĕ ĕçне пит пĕлсех те кайман. Икĕ алла пĕр ĕç пулни пит лайăх , - тет А.Сергеева пенсионерка. Антонина Львовна ĕçĕпе Леонтьевсем питĕ кăмăллă. Кунта начар çĕлекенсем çук. Ал пымасан хăйсемех пăрахса каяççĕ. Тĕрлĕ ялсенчен ĕçе çỹреççĕ. Аслă Елчĕкри И.Афанасьева, И.Печкова, Элекçей Тимешри В.Петрова, Тăрмăшри В.Чапуркин, Курнавăшри О.Юхмина, О.Васильева, Акчелти В.Родионова тата ыттисен ĕçĕпе те кăмăллă пуçлăх. Заказсем нумай пулнăран канмалли кунсенче те ĕçлеме тивет. "Василек" инçетри хуласемпе çыхăну тытать. Ятарлă тумсем çĕлеме Мускавран, Самартан, Шупашкартан заказ параççĕ. Ĕçленине кура хушса тỹлессине ĕçе кĕртнĕ. Унсăр пуçне инçетри ялсенчен çỹрекенсене пĕр енчи çул укçине тỹлеççĕ. Уйăхне вăтамран 5-10 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Ĕç укçине вăхăтра параççĕ. Хальхи вăхăтра 9 çын ĕç кĕнекипе вăй хурать. Хăйсене виçĕ уйăх тăршшĕнче лайăх кăтартсан ыттисене те çаплах ĕçлеттересшĕн. А.Леонтьев халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăну тытать. Вĕсене ĕç çыннисем тупма пулăшнăшăн тав тăвать. Кунта центр сĕннипе нумай ачаллă амăшĕ те, инвалид та хастар тăрăшать. Ĕç вырăнĕн условийĕ пур енĕпе те тивĕçтерет вĕсене. Иртнĕ çул А.Леонтьев предприниматель бизнес-план хатĕрлесе 150 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Унпа çĕнĕ оборудованисем туянчĕ, пỹлĕмсене çĕнетрĕ. Малашлăх планĕсем пит пысăк тăрăшуллă çемьен. Килте ĕçсĕр кичемленсе ларакан хĕрарăмсем, хапăл туса кĕтеççĕ сире çĕвĕ цехĕнче.
"Елчĕк Ен"