Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çемье телейĕ

Сталина Петровнăпа Роберт Михайлович Васильевсем çемье телейĕ пĕр-пĕрне ăнланнинче, хисепленинче теççĕ. Çак кунсенче вĕсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Паллă кун ячĕпе Васильевсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ачисем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăшшăн саламланă. Ылтăн туй вăл нумай çул пĕрле пурăнакансемшĕн çеç мар, вĕсен ачисен, мăнукĕсен уявĕ те. Çак вăхăтра хурланмалли те, савăнмалли те пулнă. Анчах Васильевсем пурнăç çулĕпе юратупа, алла-аллăн тытса утса йывăрлăхсене, чăрмавсене парăнтарса пынă. Роберт Михайлович Аслă Пăла Тимешре çуралса ỹснĕ. Çар служби хыççăн тăван яла таврăннă, колхозра ĕçленĕ. Елчĕкре çуралса ỹснĕ, Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кỹршĕ ялта Кушкăра ачасене хими предметне вĕрентме килнĕ Сталина Петровнăпа паллашнă. 1961 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче çамрăксем çемье çавăрнă. Васильевсем виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурне те тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани панă. Аслă ывăлĕ, Валерий, микрохирурги врачĕ пулса тăнă. Халĕ унăн хăйĕн лазер медицинин клиники, унăн филиалĕсем Шупашкарта, Йошкар-Олара пур. Сергей Робертович Хусан университетне вĕренсе пĕтернĕ, Чăваш Республикин право сыхлакан органсенче ĕçлет. Кĕçĕн ывăлĕ, Андрей, Шупашкарти кооператив институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн хăйĕн предприниматель ĕçне йĕркелесе янă. Халĕ Васильевсем ачасемпе кăна мар, мăнукĕсемпе те пуян. Вĕсем хăйсен 5 мăнукĕпе савăнаççĕ. Мăнукĕсем аслашшĕпе асламăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ. Пĕрисем шкулта, теприсем аслă шкулсенче пĕлỹ пухаççĕ, пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленеççĕ. Роберт Михайловичпа Сталина Петровна хăйсем суйласа илнĕ профессисемпе юратса ĕçленĕ. Çемье пуçĕ, инженер-электрик специальноçне алла илнĕскер, "Электроприбор", "Текстильмаш" заводсен директорĕн заместителĕнче ĕçленĕ, халĕ "ГОЛД" фирмăн генеральнăй директорĕ. Ăна "Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятпа чысланă. Сталина Петровна та нумай çул педагогика ĕçĕнче тăрăшнă, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ята тивĕçнĕ. Иккĕшĕн те Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем нумай, вĕсем ĕç ветеранĕсем шутланаççĕ. Васильевсем çулĕсемпе çамрăк мар пулин те тăван кил вучахне сỹнме памаççĕ. Тăван ялта ачисемпе, мăнукĕсемпе час-часах пулаççĕ. Çурта тирпейлĕ тытса тăраççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Çемье пурнăçа хăй вăйĕпе йĕркеленĕ, нумай ĕçленĕ. Ачисем йĕркеллĕ. Обществăна тивĕçлĕ çынсем пулччăр тесе воспитани парса ỹстернĕ вĕсене.


"Елчĕк Ен"
04 июня 2011
00:00
Поделиться