Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Техника выльăх апачĕ хатĕрлеме юсавлă-и?

.СОЛОВЬЕВ, патшалăхăн аслă инспекторĕ.
Юлашки вăхăтра çунă çумăрсене тата ăшă çанталăка кура нумай çул ỹсекен курăксем лайăх аталанчĕç. Часах вĕсене утă тата сенаж хатĕрлемешкĕн çулма тухаççĕ. Анчах выльăх апачĕ хатĕрлекен техника хатĕр-и? Юсавсăр техникăпа курăк çулма тухаймăн-çке. Çакна шута илсе выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна ĕççи умĕн тĕплĕн юсамалла, хăрушсăрлăх техникин йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçе хатĕрлемелле. Утă, сенаж хатĕрлекен техника юсавлăхне тишкерсе патшалăх техника тĕрĕслевĕн районти инспекцийĕ техосмотр ирттерет, юсавлисене çеç уя тухма ирĕк парать. Кунсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Вырмана тухиччен чылай-ха тесе лăпланса ларни те вырăнсăр. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртекен комбайнсене те халех юсама пуçламалла.


"Елчĕк Ен"
01 июня 2011
00:00
Поделиться