Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял старости

ял тăрăхĕн пуçлăхĕн сылтăм алли тесен те йăнăш пулмасть. Халăхпа тачă çыхăнура пулнă май унăн та тĕрлĕ ыйтусене татса пама тивет. Территорие тирпей-илем кĕртес, кĕтỹçсем тытас, пусăсене тасатас, пурнăçра тĕл пулакан нумай-нумай ыйтусене татса пама хутшăнать вăл. Ĕнел ялĕн старости Валерий Игнатьев халăх шанăçне тỹрре кăларас тĕллеве мала хурать. Ваттипе те, çамрăкпа та пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Валерий Егоровича Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕ "Ял тăрăхĕн чи лайăх старости" хисеп хучĕпе чысланă. Калаçура савăнăçĕпе пĕрле пăшăрханăвне те систерет В.Игнатьев. Пĕр-пĕр пысăк ĕç сиксе тухсан, ыйту татса памалла пулсан халăх пуçтарăнманшăн кулянать вăл. - Иртнĕ шăмат кун ялти масара тирпейлеме (ытлашши йывăç-тĕмсене е йывăç турачĕсене кăклама) пуçтарăнасси пирки хыпарланăччĕ. Анчах та çынсем çителĕклĕ таран пухăнаймарĕç. Çавна май çак ĕçе çитес шăмат куна хăварма тиврĕ, - пĕлтерет вăл хальхинче палăртнă вăхăта тата вырăна халăх туслăн пуçтарăнасса шанса.



"Елчĕк Ен"
25 мая 2011
00:00
Поделиться