Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерсе

Ырра-и е усала, паян кĕсьере кĕмĕл çук тăк, пĕр утăм та малалла каяймастăн. Тăруках пысăк укçа-тенкĕ кирлĕ пулсан, камран ыйтăн, камах парĕ? Кỹршĕ хăй пысăк стройка пуçланă, çывăх тăван çăмăл машина туяннă, пĕлĕш хĕрне качча парать... Пурне те чĕрĕ укçа кирлĕ. Ялта ĕçлесе пурăнаканăн ĕç укçийĕ пĕчĕк. Унпа пĕчĕк хуралтă тума пуçласан та часах хута яраймастăн. Ирĕксĕрех кивçен укçа илмелле. Темле нушалансан та уйăхран уйăха тỹлесе пыма пулать. Унсăрăн ятуллă пурăнакан кỹршĕ-аршăран намăс. Район центрĕнче потребительсене кредит паракан "Бизнес-кредит" кооперативĕн Елчĕкри уйрăмĕ уçăлчĕ. Кооператив 2007 çулта Канаш хулинче йĕркеленнĕ. Унăн уйрăмĕсем Канашра, Патăрьелĕнче, Комсомольскинче уçăлнă, халĕ черет - Елчĕкре. Потребительсен кооперативне С.Богданов ертсе пырать. Потребительсен "Бизнес-кредит" кооперативĕ пĕчĕк процентпа заемсем кирек мĕнле тĕллевпе, сахал документсем хатĕрлесе (вĕренме, юсав ĕçĕсем пурнăçлама, йăлара усă куракан техника туянма, туйсемпе юбилейсем ирттерме тата ытти те) парать. Заявкăсене кĕске срокра пăхса тухать. Вăхăт çитмесĕрех тỹлесе татмалли майсем те пур. Çавăн пекех укçа-тенке перекете йышăнаççĕ. Ку енĕпе процент ставкисем услам параççĕ. Калăпăр, пенсионерсене 1 процент, 2, 3-мĕш ушкăн инваличĕсене 1,25, 1-мĕш ушкăн, вăрçă ветеранĕсене 1,5 процент хушса тỹлеççĕ. Укçана икĕ уйăхран пуçласа пĕр çулталăкчен хума, компенсацисене кашни уйăхрах илме пулать. Кивçен укçа илес текенсене - уйрăм çынна та, предпринимательсене те кирек мĕнле сумма та параççĕ. Ĕçлекенсемпе ватă çынсем тỹрĕ кăмăллă пулнине, хуçалăх тытнине пăхаççĕ. Тĕрлĕ пурлăха салука хурсан та кивçен укçа илме пулать. Амăшĕн капиталĕпе хваттер туянас текенсемпе те туллин ĕçлеççĕ. Вĕсене кĕске вăхăт хушшинчех, таçта чуптарса çỹретмесĕрех çĕнĕ çурт тума е илме пулăшаççĕ. Потребительсен кооперативĕн уйрăмне хальлĕхе сакăр çын кĕнĕ. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ çынсем. Пĕрисем пухăннă укçине килте ахаль вырттарасшăн мар, теприсем пĕчĕк процентлă кредит илеççĕ, çамрăк çемье амăшĕн капиталĕпе çурт тăвасшăн... Потребительсен кредит паракан "Бизнес-кредит" кооперативĕн тăваттăмĕш уйрăмĕ уçăлнă ятпа пайщиксемпе пухăннă çынсене правлени председателĕ С.Богданов тата ыттисем саламларĕç. Пайщиксем хушшинче выляв ирттерчĕç, кашнийĕ хаклă парнесене тивĕçрĕ. "Бизнес-кредит" потребительсен кооперативĕн Елчĕкри уйрăмĕ Кооператив урамĕнчи 67-мĕш çуртра (унчченхи КБО çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче) вырнаçнă. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8-987-668-51-89 е 2-50-26. Ырă сунса, сирĕн ыйтăвăра кĕске вăхăтрах тивĕçтерсе кĕтсе илеççĕ кунта ырă кăмăллă та çепĕç чĕлхеллĕ специалистсем. Туххăмрах укçа-тенкĕ кирлĕ - çĕнĕ кооператива васкăр. Сире пур енлĕн пулăшаççĕ унта.



"Елчĕк Ен"
25 мая 2011
00:00
Поделиться