Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ылтăн та, кĕмĕл те пур

А.НИКОЛАЕВ.
 Ветерансем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнчен пирĕн районти икĕ спортсмен ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе таврăннă. Г.Туманов (Çĕнĕ Эйпеç) 73 çула çитичченхи спорт ветеранĕсем хушшинче 73 кг виçере тупăшнă. Вăрăм циклпа ăмăртса - 16-шар кг икĕ кире пуканне урайĕнчен çĕклесе илсе кăкăр çинчен тĕртсе унпа танлашакан пулман. Вăл ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Икĕ енлĕ кĕрешỹре _ кире пуканне сылтăм тата сулахай алăсемпе сулласа йăтассипе, икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртессипе иккĕмĕш результат кăтартнă, кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Ĕнелĕнче пурăнакан А.Анисимов 59 çула çитичченхи спортсменсен йышĕнче вăй виçнĕ. Икĕ енлĕ ăмăртура вăл 24 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен тĕртсе, сылтăм тата сулахай алăсемпе сулласа йăтса Раççей чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ пулса тăнă. А.Анисимов Раççей чемпионатне судья пулса та хутшăннă. Геннадий Тумановпа Анатолий Анисимов ветерансем хушшинче тĕнче, Европа чемпионачĕсенче иртнĕ çулсенче темиçе хутчен те ылтăн тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ.


"Елчĕк Ен"
25 мая 2011
00:00
Поделиться