Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Асăрханăр - ачасем!

Йăлана кĕнĕ тăрăх çу-çĕртме уйăхĕсенче республикăра, çав вăхăтрах пирĕн районта та, "Асăрханăр - ачасем!" акци иртет. Асăннă акци вăхăтĕнче ГИБДД инспекторĕсем шкулсенчи тата ача сачĕсенчи ачасемпе тĕл пулса калаçаççĕ, çул-йĕрĕн ансат правилисемпе паллаштараççĕ. ГИБДД инспекторĕсем ачасене анчах мар, водительсене асăрхануллă пулма ыйтаççĕ. Юлашки вăхăтра çул-йĕр çинче автомашинăсемпе тракторсемсĕр пуçне мотоблоксем, мотоциклсемпе велосипедсем хушăннă, вĕсен йышĕ çулран-çул ỹснĕ май тимлĕх пирки манмалла мар. Фарăсемсĕр транспорт хатĕрĕсем çине çутă ỹксен хирĕç çутă паракан хатĕрсем вырнаçтармаллине асрах тытмалла. Çакă çĕрлехи вăхăтра инкексенчен сыхлать. Çутатакан хатĕр вырнаçтарманран иртнĕ çул çĕрле мотоблок çине автомашина пырса кĕнĕрен районта пĕр инкек пулнăччĕ, авари вăхăтĕнче мотоблок водителĕ йывăр суранланнă.


"Елчĕк Ен"
25 мая 2011
00:00
Поделиться