Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ача амăшĕсене вĕренме яратпăр

 Халăха ĕçпе тивĕçтересси - паянхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр паянхи кун ятарлă программăпа килĕшỹллĕн çамрăк ачасене (çулталăк çурăран пуçласа 3 çула çитиччен) пăхакан амăшĕсене тỹлевсĕр майпа вĕренме ярать. Вĕреннĕ вăхăтра ача амăшĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ (4330 тенкĕпе танлашать вăл) стипенди илет. Вĕренме районти тата унăн тулашĕнчи ятарлă лицензиллĕ вĕренỹ учрежденисемпе организацисене яратпăр. Район тулашне вĕренме каякансене çул укçин тăкакĕсене саплаштаратпăр, пурăннăшăн тăкакланакан тỹлевпе (талăка 550 тенкĕрен ытла мар) саплаштаратпăр. Çавăн пекех паянхи кун инвалидсене ĕçе вырнаçассинче пулăшу кỹрекен республикăн тĕллевлĕ программи ĕçлет. Сусăррисене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем тунă предприятисемпе организацисене патшалăх кăçал 50 пин тенкĕ (пĕр ĕçченшĕн) уйăрать.


"Елчĕк Ен"
25 мая 2011
00:00
Поделиться