Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывлăхлă пулни - пуянлăх

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Ситуаци центрĕнче "Сывă Чăваш Ен" темăпа видеоконференци иртнĕ. Ăна республикăри Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану, Спорт министерствисем, районсенчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсем Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа йĕркеленĕ. Видеоконференцие Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем, медицина, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт учрежденийĕсен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ В.Муллина хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртнă: çын сывлăхлă пулни хăйшĕн кăна мар, обществăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă республикăн экономика аталанă-вĕпе çыхăннă. Ял тăрăхĕсенче халăх сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес тĕлĕшпе пĕтĕмĕшле врач практикин 500 яхăн уйрăмĕ ĕçлет. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçре Сывлăх шкулĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Пĕлтĕр 1271 сывлăх шкулĕ ĕçленĕ. Вĕсенче 207790 çын вĕреннĕ. Сывлăх шкулĕсен йышне йывăр çын хĕрарăмсен, пулас ашшĕсен, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен, çемьене планламалли тата ытти шкулсем кĕреççĕ. Профилактика ĕçĕн йăлана кĕнĕ мелĕсемпе пĕрлех халăхпа ĕçлемелли çĕнĕ формăсем вăй илсе пыраççĕ. 2010 çулта сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсем 465 массăллă профилактика мероприятийĕ ирттернĕ, вĕсене 116158 çын хутшăннă. В.Муллина каланă тăрăх, халăх сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсене пула республикăра пурăнакансен пурнăç тăршшĕ ỹснĕ, вăл 68 çулпа танлашнă. Пĕлтĕр ача çураласси ỹсме тытăннă. Сиенлĕ йăласене _ наркомание, пирус туртнине, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешес тĕллевпе профилактика ĕçĕсене вăйлатмалла, халăха физкультура тата спорта явăçтарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Çак тата ытти ыйтусене видеоконференцире Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ В.Черкесов, республикăри Спорт министрĕ А.Николаев, районсенчи сывлăха сыхлас ĕç учрежденийĕсен, физкультурăпа спорт комплексĕсен ертỹçисем хускатнă, хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă. Видеоконференци ĕçне пĕтĕмлетнĕ май В.Муллина республикăра пурăнакан халăхăн сывлăхне сыхлас, çирĕплетес, ку тĕлĕшпе тĕрлĕ программăсене пурнăçлассинче сывлăха сыхлас, вĕрентỹ, физкультурăпа спорт сферисен представителĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕрлештерме чĕнсе каланă.


"Елчĕк Ен"
09 апреля 2011
00:00
Поделиться