Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шыв-шур сиен ан кỹтĕр пурлăха

Чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, асăрхаттарас, пушартан сыхланас тата çурхи ейỹ тухнине хирĕç кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ районти комиссисен пĕрлехи ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый ертсе пычĕ. Пĕрлехи ларăва ял тăрăхĕсен ертỹçисене те чĕннĕ. Вĕсем çурхи ейỹ вăхăтĕнче гидротехника сооруженийĕсене сыхлас, вĕсенчен ытлашши шыва кăларса ярас енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕç. Районта гидротехника сооруженийĕсем 42. Вĕсене шыв илсе каясран сыхласси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланать. Ку енĕпе ял тăрăхĕсенче чылай ĕç пурнăçланă. Плотинасемпе пĕвесен шахтисене, шыв юхса тухмалли пăрăхсене чылайăшне юртан, пăртан тасатнă. Çак ĕçе Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсенче вăхăтра туса ирттернĕ. Ыттисенче пĕвесен шахтисене, шыв пăрăхĕсене паян-ыран тасатса пĕтереççĕ. Гидротехника сооруженийĕсене ял хуçалăх производство кооперативĕсене, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене çирĕплетсе панă. Анчах чылай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх производство кооперативĕсен, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен ертỹçисем çак ĕç çине тимлĕх уйăрманнине палăртрĕ. Ял тулашĕнче вырнаçнă плотинасем патне пыма çул çук. Апла пулсан хăрушлăх сиксе тухсан усă курма кирлĕ вак чул, хăйăр, тăпра турттарса пыма та май çук. Л.Левый кăçал юр нумай пулнипе пĕвесемпе кỹлĕсене шыв нумай тулассине аса илтерчĕ, хатĕрленỹ ĕçĕсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсен пĕрле ирттермеллине, дежурство йĕркелемеллине, хăйăр, вак чул турттарса хумаллине, çак ĕçсене депутатсене, ял çыннисене явăçтармаллине палăртрĕ. Ялсен варринчи, вĕсен тулашĕнчи çулсем урлă шыв юхса тухмалли пăрăхсем чылай. Вĕсене тасатмасан шыв-шур çул тăрăх юхса вĕсене сиенлет. Ку енĕпе "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕн, Елчĕкри çул-йĕр участокĕн яваплăх пысăк. Комисси ларăвĕнче çакăн çинчен те сăмах пулчĕ, пăрăхсене çак кунсенче уçса пĕтермеллине палăртрĕç. Районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков Элекçей Тимеш, Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел ялĕсен хăш-пĕр урамĕсене çурхи шыв илес хăрушлăх пуррине асăрхаттарчĕ. Çăва тухнă май пушар хăрушлăхĕ те ỹсет. Пушар хурал инспекцийĕн начальникĕ А.Васильев каланă тăрăх, 2009 тата 2010 çулсенче районта 26 тата 23 пушар тухнă, вĕсенче кашни çул икшер çын вилнĕ. Кăçал виçĕ пушар алхаснă, пĕр çын пурнăçĕ вăхăтсăр таталнă. Пĕлтĕр Аслă Пăла Тимеш тата Елчĕк ял тăрăхĕсенче 8 тата 9 пушар тухнă. Вĕсен ертỹçисем В.Рыбкин тата В.Сайкин пушартан сыхланса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕç. Юр кайса пĕтсен типĕ курăк çынсем пирус тĕпĕсене пăрахса хăварнипе тата юриех чĕртнипе иртнĕ çулсенче çул хĕррисенчи йывăçсем çуннă, сиенленнĕ, çурт-йĕре вут хыпса илес хăрушлăх сиксе тухнă. Çавна май çурт-йĕр таврашĕнчи, çулсем хĕрринчи типĕ курăка тасатассине, вăрман тăрăхĕсен хĕррисене сухаласа тухассине йĕркелемелле. Комиссисен пĕрлехи ларăвĕнче пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем тунă.


"Елчĕк Ен"
06 апреля 2011
00:00
Поделиться