Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Больницăри черете чакарма пулăшĕ

Тунти кун район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев республикăри сиплев учрежденийĕсенче тухтăрсем патне лекме çынсем черетре вăрах вăхăт тăнине пĕтересси, тухтăрсем патне электрон мелĕпе çырăнассине йĕркелесси пирки тĕрлĕ канашлусенче, тĕл пулусенче сăмах хускатать, çак ĕçе пурнăçа кĕртме хушать. Президент хушăвне пурнăçласа Елчĕк-ри тĕп больницăра та тухтăрсем патне кĕме электрон мелĕпе çырăнассине йĕркелес ĕçе пуçăннă. Тунти кунхи канашлура районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова тĕп больницăри тата офис врачĕсем патне лекме электрон мелĕпе çырăнмалли йĕркене слайд çинче кăтартса тата сăмахпа каласа пачĕ. "Электрон регистрацийĕ" ĕçлесе кайни тĕп больницăри тата офис врачĕсем патне черет тăрассине чакарма май панине палăртрĕ. Черете çырăннă çын тухтăр патне кĕме кĕтсе лармасть, ун патне палăртнă вăхăта пырать. Паллах, хальхи вăхăтра кашни çемьере компьютер тата вĕсен Интернет çыхăнăвĕ çук-ха. Анчах районĕпе вĕсем пине яхăн пурри те сахал мар. Çакăнпа туллин усă курмалла. Электрон регистратурине пĕр уйăхра йĕркелесе яма çуккине пурте ăнланаççĕ. Çак мелпе усă курассине халăха майĕпен хăнăхтарса пымалла. Çавăнпа район администрацийĕн пуçлăхĕ врачсем патне электрон мелĕпе черете çырăнмалли йĕркене халăхпа ирттерекен тĕл пулусенче тата район хаçачĕн страницисенче ăнлантарса пама хушрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Рыбкина культурăна аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн Тав çырăвне пачĕ. Канашлура çавăн пекех çул-йĕре юртан тасатас, гидротехника сооруженийĕсене çурхи шыв-шуртан сыхлас, тата ытти ыйтусене хускатнă.


"Елчĕк Ен"
30 марта 2011
00:00
Поделиться