Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Барс" хальхинче те вăйлăрах пулчĕ

Шăмат кун Елчĕкри Спорт комплексĕнче регболла выляса Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн районăн уçă чемпионачĕ иккĕмĕш хут иртрĕ. Унта хамăр районти "Барс", Шупашкарти "Олимп", "Волга" тата Ульяновск хулинчи "Торпедо" командăсем хутшăнчĕç. Регбол пирĕн çĕр-шывра юлашки çулсенче пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыракан спорт вăййи шутланать. Ку енĕпе республикăра, çĕр-шывра ăмăртусем чылай йĕркелеççĕ. Унта тĕрлĕ майпа кĕрешекенсен, баскетбол, регби вăййисен элеменчĕсем палăраççĕ. Вăйă баскетбол плащадкинче иртет. Вăйă вăхăтĕнче хăш команда баскетбол ункине нумайрах мечĕке кĕртет - çавă çĕнтерет. Спортсменсем çак вăхăтра пĕр-пĕрне кĕлеткипе тĕртме, кĕрешме пултараççĕ. Кĕрешỹрен хăтăлнă (çĕнтернĕ), ура çинче тытăнса юлнă атлетсем мечĕке ункăна ывăтса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Регбол вăййине ытларах тĕрлĕ майпа кĕрешекенсем кăмăллаççĕ. Мĕншĕн тесен кунта кĕрешỹ элеменчĕсем вăй-хала чупса аталантарассипе черетленеççĕ. Ыт ахальтен мар район чемпионатне хутшăннă участниксем хушшинче ирĕклĕ, самбо мелĕпе кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕсем, спорт мастерĕсем ытларах пулчĕç. Шупашкарти "Олимп" командăри спортсменсенчен çуррине яхăн бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Тĕл пулусем Олимп системипе иртрĕç. Тăватă команда пĕр-пĕринпе вылярĕç. Выляса илекен икĕ команда финалта, пĕрремĕшпе иккĕмĕш, выляса яраканнисем виççĕмĕш вырăнсемшĕн кĕрешрĕç. Площадкăна чи малтан "Олимп" тата "Торпедо" командăсем тухрĕç. Шупашкар команди кỹршĕллĕ облаç хулинчен килнĕ спортсменсенчен вăйлăраххи пĕрремĕш таймрах палăрчĕ. Иккĕмĕшĕнче те вăл пуçарăва хăй аллинчен вĕçертмерĕ. Тĕл пулу "Олимп" 20:9 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ. Унтан пирĕн районти "Барс" Шупашкарти "Волга" командăпа вылярĕ. 25 минута пыракан пĕрремĕш таймра командăсем пĕр-пĕрне парăнасшăн пулманни палăрчĕ. Вăл Елчĕксем 10:9 шутпа малта пынипе вĕçленчĕ. Иккĕмĕш тапхăрта площадка хуçисем хăнасен ункине çине-çинех мечĕксем кĕртрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕсем В.Петрушкин, А.Афанасьев (Аслă Елчĕк) кĕрешме кăна мар, хăвăрт чупма, баскетбол корзинине мечĕке тĕл ывăтма пултарнине кăтартса пачĕç, ыттисем те маххă памарĕç. Район команди 19:13 шутпа çĕнтерсе финала тухрĕ. Виççĕмĕш вырăншăн пĕрремĕш вăйăсене выляса янă "Волга" тата "Торпедо" командăсем тĕл пулчĕç. Пĕрремĕш таймра Шупашкарсем кỹршĕ облаç командинчен вăйлăраххи палăрчĕ - 12:6. Анчах малалла çĕнтерỹ вĕсене çăмăл килмерĕ. Ульяновск облаçĕн команди иккĕмĕш таймра хăвăртлăха ỹстерчĕ, вăйă шутне чакарса пычĕ. Çапах та "Волга" çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ, 18:16 шутпа çĕнтерчĕ, чемпионатра виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 2010 çулта Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илнĕ "Олимп", район чемпионачĕн пĕлтĕрхи çĕнтерỹçи "Барс" хушшинчи финалти вăйă чи интересли, кăсăкли пулчĕ. Пĕрремĕш таймра Елчĕксем питĕ лайăх вылярĕç, 9:15 шутпа малта пычĕç. Çакăнта вĕсене трибуна çине пуçтарăннă халăх хавхалантарса тăни те, хамăр площадкăра çĕнтерес кăмăл пысăк пулни те витĕм кỹчĕ пулас. Анчах иккĕмĕш таймра лару-тăру тĕпрен улшăнчĕ. "Олимп" команда çивĕчрех выляма пуçларĕ. Унăн йышĕнчи Д.Амельченкăна, бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидатне, площадкăра хăвăрт чупма, кĕрешỹрен ăста пăрăнма пултараканскере, чарма питĕ йывăр пулчĕ. Вăл тăрăшнипе ытларах пирĕн корзинăна мечĕк хыççăн мечĕк кĕрсе ỹкрĕ. Вăйă вĕçленесси 3 минут ытларах юлсан хăнасем шута танлаштарчĕç - 10:10. Çак тапхăрта вĕсем пилĕк, пирĕн команда пĕр мечĕк çеç кĕртме пултарчĕç. Кун пек чухне выляса ярасси те инçе мар. Çавна май курса ларакансем те шăпланчĕç. Çапах та ăнăçу хальхинче те "Барс" енче пулчĕ. Вăйă вĕçленесси 4 çеккунт юлсан А.Афанасьев пирĕн командăна çĕнтерỹ кỹрекен мечĕке корзинăна кĕртрĕ. Ку вăл çĕнтерỹ пулчĕ. Вăйă вĕçленсен ăмăрту участникĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, республикăри регбол федерацийĕн президенчĕ, Раççейри регбол федерацийĕн вице-президенчĕ И.Андреев, район чемпионатне йĕркелеме активлă хутшăннă, "Барс" спорт клубĕн ертỹçи Н.Баринов (Кушкă) саламларĕç, спортра малашне те ăнăçусем сунчĕç. Малти вырăнсене йышăннă командăсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин призсем, Хисеп грамотисем, ăмăртăва йĕркелесе ирттерме хутшăннă спорт активне Тав хучĕсем пачĕ. Курма килнĕ çынсем чи лайăх спортсменсене палăртрĕç. Вĕсем "Барс" командăри В.Петрушкин тата Д.Амельченко ("Олимп") пулчĕç.


"Елчĕк Ен"
30 марта 2011
00:00
Поделиться