Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залне çак кун районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенчен кăçал вĕренсе тухакансем пуçтарăнчĕç. Вĕсем Шупашкарти кооператив институчĕн преподавателĕсемпе, студентсемпе тĕл пулма килнĕ. Тĕл пулăва уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый çакна палăртрĕ: иртнĕ çул районти выпускниксен 67 проценчĕ республикăри, çĕр-шыври аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Хальхи вăхăтра пирĕн районта çуралса ỹснĕ çамрăксем кооператив институтĕнче йышлăн вĕренеççĕ. Леонард Васильевич выпускниксене патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене лайăх тытма, тĕплĕн шухăшласа аслă вĕренỹ заведенийĕсене тĕрĕс суйласа илме ырă сунчĕ. Аслă вĕренỹ заведенийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, малашнехи тĕллевĕсем çинчен институт ректорĕ, истори наукисен докторĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Андреев каласа панине, унăн сĕнĕвĕсене выпускниксем кăсăкланса итлерĕç. Шупашкарти кооператив институтне 1962 çулта уçнă. Çак вăхăтра унтан пин-пин çын вĕренсе тухнă. Вĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче, çав шутра республикăри, çĕр-шыври ертсе пыракан органсенче ăнăçлă ĕçлеççĕ. Институтран вĕренсе тухнă специалистсенчен 97-98 проценчĕ пĕрремĕш çулхинех ĕçе вырнаçать. Çак кăтартупа республикăри нихăш аслă вĕренỹ заведенийĕ те танлашма пултараймасть. Хальхи вăхăтра кооператив институтĕнче тĕрлĕ формăпа 8 пин ытла студент, 120 аспирант пĕлỹ пухать. Вĕсем çĕр-шыври 55 облаçпа республикăран, СНГри 9 çĕр-шывран килнĕ. Студентсене вĕрентекен 330 преподавательтен çурри ытла ученăй степеньне илнĕ. Пулас юристсемпе экономистсене хатĕрлеме хутшăнакан преподавательсем хушшинче наука докторĕсем уйрăмах йышлă. Институтра студентсене пĕлỹ пухма пĕтĕм услови çителĕклĕ. Тарăн пĕлỹ панисĕр пуçне кунта тĕрлĕ енлĕ пултарулăха аталантарма пулать. 2011 çултан пуçласа институтра республикăра чи малтан икĕ сыпăклă пĕлỹ пама тытăнаççĕ. Пĕрремĕш сыпăкра темиçе специальноçпа ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Ку вăл бакалавриат енĕпе аслă пĕлỹ пани пулать. Иккĕмĕш сыпăк - магистратура. Унта тата икĕ çул вĕренмелле. 6 çул вĕренни карьера тĕлĕшĕнчен ỹсме май парать. Вăл аспирантура пĕтернипех танлашать. Унтан вĕренсе тухакансем Европăри кирек хăш çĕр-шывра та, ют чĕлхене лайăх алла илсен, специальноçпа унта професси енĕпе экзамен тытмасăрах ĕçлеме пултараççĕ. Магистратура пĕтернĕ специалистсене ертсе пыракан органсенче ĕçлеме те çул уçă. Институт ректорĕ пулас абитуриентсене аслă шкула суйласа илесси пирки те сĕнỹсем пачĕ. Хальхи вăхăтра республикăра 23 аслă вĕренỹ заведенийĕ шутланать. Суйлама май пур выпускниксен. Анчах пурте шанчăклă-и? Вĕренсе тухакансен шучĕ чакнă май, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчи студентсен хисепĕ те чакать. Саккунпа килĕшỹллĕн, вĕренекенсен йышĕ 500 студентран каярах пĕлỹ пухакан институтсене, вĕсен филиалĕсене хупаççĕ. Пĕрре, иккĕ, виçĕ çул вĕреннĕ студентсен ăçта каймалла? Ирĕксĕрех тепĕр аслă шкула вырнаçассишĕн чупмалла. Валерий Витальевич каланă тăрăх, республикăра хальхи вăхăтра пилĕк аслă шкулăн çеç малашлăх пур. Ятарлă уйрăм çуртра вырнаçнă, пурлăхпа техника бази, вĕрентекенсен наукăра ятлă-сумлă йышĕ пуян аслă шкулсен пуласлăх пысăк. Шупашкарти кооператив институчĕ тỹлевлĕ майпа вĕрентет. Çав вăхăтрах йỹнĕрех хак тỹлесе вĕренме илĕртекен нумай аслă шкулсен алăкĕсене уçса кĕриччен тĕплĕн шутламалла ашшĕ-амăшĕн, пулас студентсен: вĕсене вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕçе вырнаçма пулĕ-ши? Ыт ахальтен мар тĕрлĕ институтсемпе академисен выпускникĕсем ĕçе вырнаçаймасăр нушаланаççĕ. Вĕреннĕшĕн тỹленĕ укçа-тенкĕ малашлăхшăн хывнă капитал пулнине асра тытасчĕ. Тĕл пулура Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев хăй ертсе пыракан аслă шкула вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ абитуриент-сем кĕнине палăртрĕ. Аслă шкула вĕренме кĕрейменнисен те пăшăрханма кирлĕ мар. Республикăра ятарлă вăтам пĕлỹ паракан шкулсем те ăста, производствăра кирлĕ, тарăн пĕлỹллĕ специалистсем вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Вĕсен выпускникĕсене те лайăх ĕç укçи тỹлекен ĕç вырăнĕсем кĕтеççĕ. Тĕл пулура кооператив институчĕн йышăну комиссийĕн председателĕ, педагогика наукисен докторĕ Н.Толстов института вĕренме кĕмелли йĕркесемпе паллаштарчĕ. Аслă шкулта пĕлỹ пухакан студентсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕл пулу хыççăн эпир вĕсен шухăш-кăмăлне те ыйтса пĕлтĕмĕр. Акă мĕн каларĕç вĕсем хăйсем вĕренекен аслă шкул пирки. Лариса Архипова (Шупашкар) суту-илỹпе технологи факультечĕн 3-мĕш курс студентки: "Кооператив институтне вĕренме кĕме тантăшсем сĕнчĕç. Уншăн вĕсене тав тăватăп. Кунта мана тарăн пĕлỹ пани, тавра курăма ỹстерме условисем пурри килĕшет". Настя Иванова (Тюмень облаçĕ), пулас экономист: "Шупашкарти кооператив институчĕ пирки Ханти-Мансийск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакансем каласа панинчен пĕлтĕм. Хам суйласа илнĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕшĕн пĕртте ỹкĕнместĕп". Вика Скворцова (Çĕнĕ Шупашкар), пулас бухгалтер: "Атте-анне сĕннипе, хам кăмăл туртнипе вĕренме кĕнĕшĕн савăнатăп çеç. Аслă пĕлỹ илсе тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупасса шанатăп, Елчĕк районĕнчи çамрăксене хамăр патăмăрта кĕтетпĕр". Сăн ỹкерчĕксенче: Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.