Турă пỹрни - ĕмĕрлĕхе
Йышлă çемьере ỹссе çитĕннĕ Валери Аслă Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухсанах салтак ретне тăнă. Мĕн ачаран кил хушшинчи ĕçсемпе пиçĕхсе ỹснĕ йĕкĕте салтак пурнăçĕ пĕрре те хăратман. Икĕ çул Пенза облаçĕнче службăра тăнă вăхăтра строительсен ĕçне аванах хăнăхрĕ вăл. Яла таврăнсан гимнастеркине хывнă каччăна хуçалăх ертỹçисем строительсен шкулне вĕренме ярассине пĕлтерсен чунтан хĕпĕртерĕ. Килĕшет ăна çак професси. Инçе çула пăхмасăр Курск облаçне специальноç илме тухса кайрĕ Валерий Петрянкин. Пĕринче хăйсен çурчĕ умĕнчи колонкăран шыв ăсакан хĕре чылайччен сăнаса пăхса тăчĕ вăл. ...Ялта ỹснĕ Нинăна тантăшĕ хулана чĕнчĕ. Нина ним тума аптăрать, хула пурнăçĕ кăштах шиклентерет те ăна. Тарăн шухăшсен авăрне путнă хĕре çул çинче чикан майри тĕл пулать, юмăç пăхас тесе çулăхать. "Инçете каятăн, çулу такăр пулать. Часах пĕр маттур каччăна тĕл пулатăн. Унпа тата инçете тухса каятăн. Пурнăçу питĕ ăнса пырать. Пулас упăшку эрех ĕçмест, пирус туртмасть", - тет ăна. Нина пушшех кăмăлсăрланать: "Ара, паян эрех ĕçмен, пирус туртман каччăсем пур-и? Пĕр тенкĕ укçана пустуй пĕтертĕм", - тесе хăйне вăрçса килнелле утать вăл. Кăштах вăхăт иртсенех чăнах та тантăшĕ ỹкĕтленипе хулана çул тытать Нина. Ĕçе вырнаçать. Пĕррехинче колонкăна шыв ăсма тухать пăрчăкан пек вăр-вар хĕр. Витресене шыв тултарнă май юнашар çурт умĕнчи пĕр каччă тинкерсе пăхнине курать. Каччă сăмах чĕнме васкамасть-ха. Валери вырăс хĕрĕпе каярахпа çеç сăмах пуçарать. - Унтанпа пĕр кун та тĕл пулмасăр иртмен. Тăхăр уйăх туслă çỹренĕ хыççăн пĕрлешрĕмĕр, - пĕлтерет Нина Дмитриевна иртнине кăмăллăн аса илсе. Хваттер хуçипе уçă пурăннăран хĕр чăваш каччипе паллашнине, вăл кăмăлне кайнине те пытармасть. Халĕччен Чăваш Республики çинчен илтмен вĕсем. "Чечен мар-и, вĕсем усал", - тесе ăс парать Нинăна ватă. Савнă çыннипе калаçнă май хĕр Валерин çĕр-шывĕ анлă Атăл хĕрринче вырнаçнине пĕлет. - Мĕн, çемье историне каласа парать-им? - тет диван çинче хаçат вулакан Валерий Германович мăшăрĕ аса илỹ çăмхине татнине илтсен. Шеплĕ, комсомолла туй кĕрлеттернĕ хыççăн Петрянкинсем тăван яла таврăнаççĕ. Нина вырăс хĕрĕ. Ашшĕ Курск вырăсĕ, амăшĕ - украинка. Икĕ чĕлхене те лайăх пĕлет. Халĕ ĕнтĕ упăшкин чĕлхине те вĕренмелле. Чăваша качча тухса чăвашла вĕренмесен мăшăрне, унăн халăхне хисеплеменниех пулать. Çавăнпа та Нина часах хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупать. Ỹркенекен йышши мар кинĕ. Тĕп килте виçĕ çул пурăннă хыççăн Петрянкинсем уйрăлса тухаççĕ. Алли маçтăр Валери яла килсенех хуçалăхри строительсен бригадине ертсе пырать. Ялти тата район центрĕнчи обществăлла тата пурăнмалли çуртсем унăн алли тĕкĕнмесĕр ỹссе ларман. Прорабĕ те, мастерĕ те, рабочи те хăех. Вăл ертсе пыракан бригада тăрăшнипе юлашки çулсенче прокуратура, суд çурчĕсем епле илемлĕн çĕкленчĕç! 1986 çулта ĕçре пысăк ỹсĕмсем тунăшăн Валерий Германовича Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă. Вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ" ята тивĕçнĕ. Ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн панă парнесемпе Хисеп хучĕсен шучĕ çук унăн. Пенсие тухнă пулсан та паян та ĕçрен пăрăнмасть. - Ăста строитель инçете каймасăрах лайăх ĕçлесе илме пултарать. Мускава е тата ытти çĕре ĕçлеме çỹрекен çамрăксене шеллетĕп те. Çемьерен аякка пурăнни ырри патне илсе пымасть, - пăшăрханăвне пытармасть виçĕ ача ашшĕ. Нина та пенсие тухнă. Малтан Елчĕкри пир тĕртекен цехра вăй хучĕ. Унтан ялти лавккара чылай çул сутуçăра тăрăшрĕ. Ĕçре пиçĕхнĕ мăшăр ватăлма шухăшламасть, паян та харсăрлăхне çухатман вĕсем, пĕр-пĕрне куçран пăхсах тăраççĕ. Хуларинчен те чаплă пурăнаççĕ. Петрянкинсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Ĕнесем те тытнă. Халĕ кăна хăйсем калашле "наянланнă". Ирхине ирех тăрса кĕтỹ хăваласа ярасси ним те марччĕ вырăс хĕрарăмĕшĕн. Сăпайлă та ĕçчен чăваш хĕрарăмĕсем шутсăр килĕшеççĕ ăна. Кỹрши-арши вара чечеке юратакан Нинăпа танлашайманнине пĕлтерет. Чỹречесем çинче темиçе вун савăт чечек ỹстерет вăл. Хĕл сиввине пăхмасăр çеçке çурса лараççĕ. Нина Дмитриевнăпа Валерий Германович виçĕ ача ỹстернĕ. Лариса Патăрьел тăрăхĕнче хунав янă. Альбина Шупашкарта пурăнать. Вăл районти "Автотурта" парикмахерски уçрĕ. Кĕçĕнни, Алеша, ашшĕн çулĕпе утать. Унăн çемйи тĕп килте пурăнать. Ватлăхра мăнуксемпе савăнма пỹрнишĕн хĕпĕртет 35 çул пĕр çăвартан килĕштерсе пурăнакан мăшăр. Хальлĕхе виçĕ мăнук вĕсен. - Турă пỹрнинчен иртеймĕн тесе ыт ахальтен каламаççĕ иккен. Чăннипех те лайăх мăшăр лекрĕ мана. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть. Инçете килнишĕн те, чăваша качча тухнишĕн те халĕччен ỹкĕнсе курман, - тет Нина Дмитриевна. Унтан каллех чăвашлах сăмах хушать: - Пĕлетĕр-и, манăн йăмăк та чăвашах качча тухнă. Вăрмар районĕнче пурăнать...
"Елчĕк Ен"