Çирĕм тăваттăмĕш турнир иртнĕ
СССР спорт мастерĕсен пĕр тăван Клементьевсен республикăри 24-мĕш турнирĕ Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче иртнĕ. Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Патреккелĕнчи вăтам шкулăн çутă та таса спорт залĕнче СССР спорт мастерĕсен Клементьевсен призĕсемшĕн штангистсен ăмăртăвĕ пулнă. Унта республикăри тата районти чи лайăх атлетсем пухăннă. Клементьевсен çемйи спорт енĕпе питĕ пултаруллă. Йывăр атлетика енĕпе пĕрремĕш СССР спорт мастерĕ Леонард Демьянович Клементьев Пĕтĕм Союзри ăмăртусен тата Ленинград хулин нумай хут чемпионĕ. Сăмах май, кăçалхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарать. Валерий Демьянович Клементьев та республикăри йывăр атлетсен чемпионĕсен йышне кĕнĕ. Юрий та - СССР спорт мастерĕн кандидачĕ. Вăл пĕр хутчен çеç мар Ленинградра ирттернĕ чемпионатсенче рекордсмен тата чемпион пулнă, Пĕтĕм Союзри чемпионатсене хутшăннă. Александр та йывăр атлетикăпа спортăн 1-мĕш разрядне тултарнă. СССР спорт мастерĕ Борис Пĕтĕм тĕнчери, Пĕтĕм Союзри, Пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ. Олег, Раççей спорт мастерĕ, Пĕтĕм Союзри ăмăртусен çĕнтерỹçи, Чăваш Республикин чемпионĕ тата рекордсменĕ. Леонард, Юрий, Александр Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институтне вĕренсе пĕтернĕ. Çитес çул вĕсем 25-мĕш турнира ирттерме хатĕрленеççĕ. Ăмăрту участникĕсене Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, В.Викторов, Б.Клементьевăн тренерĕ Н.Молоствов тата ыттисем саламланă. 32 кг виçере Е.Ертмакова (Курнавăш) икĕ енлĕ ăмăртура 50 килограмм пухма пултарнă. Унтан А.Чугунов, А.Паршуков кăшт çеç каярах юлнă. 42 килограмлă атлетсенчен Курнавăшри шкулти Н.Конюков пĕрремĕш вырăн йышăннă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Ишмуратовпа (Елчĕк) Г.Александров (Курнавăш). Ытти виçесенчи чемпионсемпе призерсем: 46 килограмм: 1. В.Викторов (Елчĕк). 50 килограмм. 1. С.Грибов. 2. П.Аверьянов. 3. А.Федоров (Курнавăш). 56 килограмм. 1. А.Шляпин (Елчĕк). 2. Д.Николаев. 3. А.Иванов (Курнавăш). 62 килограмм. 1. П.Филимонов (Патреккел). 2. А.Александров (Елчĕк). 3. А.Марков (Патреккел). 77 килограмм. 1. А.Смолин (Курнавăш). 2. С.Кисилев (Елчĕк). 77 килограмран йывăртарах. 1. В.Левый. 2. Л.Гаврилов (Патреккел). 3. М.Зайцев (Курнавăш). Командăсенчен Курнавăшсем - пĕрремĕш, Елчĕксем - иккĕмĕш, Патреккелсем виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ăмăрту йĕркелевçисем Елчĕк ял тăрăхĕн администрацине, "Прогресс" ЗАО дирекцине, Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайне спонсорла пулăшу панăшăн тав тăваççĕ.
"Елчĕк Ен"