Ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен районти координаци канашĕ ĕçлекенсен ĕç условийĕсене, ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене лайăхлатас, сывлăхне çирĕплетес енĕпе хатĕрленĕ 2011-2013 çулсенчи тĕллевлĕ программăна çирĕплетнĕ. Ĕçлекенсен сывлăхне сыхлассинче производствăн хăрушсăрлăхĕ, культури паллă вырăнта. Шел, районти нумай организаципе предприятире ку енĕпе ăнăçлах тесе калаймăн. Производствăна çĕнетме, реконструкцилеме, çĕнĕ технологине пурнăçа кĕртме, кивелнĕ техника хатĕрĕсене улăштарма укçа-тенкĕ çав-çавах сахал уйăраççĕ. Патшалăх енчен тĕрĕслесе тăнине пула çеç производствăри инкексен шучĕ пысăках мар. 1996 çулта 1000 ĕçлекен пуçне производствăра суран илнĕ çынсен йышĕ 6,3 тĕслĕхпе танлашнă пулсан, çак кăтарту 2007 çулта - 1,72, 2009 çулта - 1,56 пулнă. Иртнĕ çул производствăра инкексем пулман. Инкексен сăлтавĕсем: ĕç производствине кирлĕ пек йĕркелеменни, ĕç дисциплинине пăсни. Çапах та кивĕ, юсавсăр машинăсемпе, механизмсемпе, оборудованипе усă курни, технологи процесĕсене çĕнетменни, сыхланмалли ха-тĕрсемпе тивĕçтерменни, ĕç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене тивĕçлипе вĕрентменни, ĕçпе тивĕçтерекен право акчĕсене, инструкцисене пăхăнманни тата та пысăк хăрушлăх патне илсе çитерет. Çавăнпа ĕç, ĕç сыхлавĕн условийĕсене лайăхлатмалла, ĕç сыхлавĕн тытăмĕнче контроль ĕçне вăйлатмалла, ĕçлекенсене хăрушсăрлăх йĕркине вĕрентмелле, инкексенчен сыхламалла. Çак тĕллевпе ĕç сыхлавĕн тытăмне аталантарма укçа-тенкĕпе туллин тивĕçтермелле. Çĕнетсе йышăннă программăпа килĕшỹллĕн, ăна пурнăçлама 2011-2013 çулсенче пĕтĕмпе 756 пин тенкĕ тăкакламалла, çав шутран бюджет тытăмне кĕмен укçа 747 пин тенкĕпе танлашмалла. Программăна пурнăçа кĕртсе производствăри инкексене пĕтермелле, санитарипе гигиена нормисене тивĕçтерекен ĕç вырăнĕсене çулсерен 3 процент ỹстермелле, ĕç вырăнĕсене аттестациленĕ организацисен йышĕ 2 хут пысăкланмалла. Тĕп ыйту - çыннăн пурнăçне сыхласа хăварасси, производствăри инкексенчен сыхланасси. Çавăнпа кашни организацире, предприятире ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем малти вырăнта пулмалла. |