Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕвелĕ çỹлелле хăпарать, çур аки те çывхарать...

Техника паркне çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшакансемшĕн çур акине хатĕрленесси чылай ансатрах пулса пырать. Çĕнĕ культиваторпа сеялка, трактор çинчи пĕчĕк кăлтăксемпе асăрханă çитменлĕхсенчен анчах хăтăлмалла. Анчах районти чылай хуçалăхсенче кивĕ техника питĕ нумай. Ăна "чун кĕртес" тесен тар кăлармалăх пур. Юсав ĕçĕсене каярах юлса пикенсен техникăна хатĕррисен ретне вăхăтлă лартма ĕлкĕресси те иккĕленỹллĕ. Юлашки вăхăтра çĕнĕ техникăпа пуянланма ĕлкĕрнĕ акционерсен "Прогресс" хупă обществи, "Яманчурино", "Сатурн", "Клевер", "Победа", "Комбайн" хуçалăхсенче акари ĕç хăвăртлăхне йĕркелесе пырасси ансатрах пулмалла. Акă, "Яманчурино" ООО МТЗ-82.1 йышши 2 трактор, "Комбайн" ЯХПК СЗП-3,6 йышши 3 сеялка, ДТ-75 трактор, ГАЗ-53 2 автомашина, "Победа" ООО МТЗ-82 трактор, 2 ПТС прицеп туянса машинăпа техника паркне пуянлатрĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те çĕнĕ техника туянассипе тимлеççĕ. Вĕсенче тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче юсав ĕçĕсем ăнăçлă пыраççĕ. Анчах К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Родник", "Звезда", "Арланово", "Марс", Знамя", "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕсенче юсав ĕçне пачах пуçăнман е пуçăнасси пирки анчах "шухăшлаççĕ". Çавăнпа техникăна юсаса хатĕррисен ретне лартасси кашни ертỹçĕн, техника енĕпе ĕçлекен специалистсен тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла. Тỹпери хĕвел çултен çỹле хăпарса пыни те çур акине хатĕр-ленме кирлине систерет, вăхăта васкатать. Техника çунтармалли-сĕрмелли материалсемсĕр уя тухаймĕ. Вĕсене те вăхăтра туянма ĕлкĕрмелле. Енчен те укçа-тенкĕ хуçалăхра çителĕксĕр пулсан, банксемпе кредит илме калаçса татăлни те вырăнлă. Уй-хирти ĕçсене пурнăçлама кирлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсем "Прогресс", "Эмметево", "Свобода", "Урожай", "Рассвет", "Комбайн" хуçалăхсенче пур пулсан, ытти ял хуçалăх предприятийĕсем пирки çакна калаймăн. Уйрăмах К.Маркс ячĕллĕ, "Аранчеево", "Родник", "Звезда", "Знамя", "Аранчеево", "Кушкă" хуçалăхсенче лару-тăру йывăр. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама кăçалхи хĕллехи сивĕсем питĕ пысăк чăрмав кỹчĕç. Çапах та иртнĕ çулхи кĕркуннехи типĕ çанталăк условийĕсемпе усă курма май пулнă вĕт-ха. Шел, хăш-пĕр çĕрте çакна шута илмерĕç - техникăпа çур акине хутшăнакан агрегатсене юсама "май" тупаймарĕç. Кăçал вара сивĕ хĕл кунĕсенчех, мастерскойсем çуккине кура техника хатĕрĕсене уçă пĕлĕт айĕнчех юсани пуçа вырнаçмасть. Çанталăка ăна шанма çук: хăçан ăшăтĕ - паллă мар. Апла пулсан, юсав тăкакĕсем те нумай пулĕç, вăхăтра та ĕлкĕреймĕç. Çавăнпа ĕç условийĕсем çук çĕрте уй-хирти çурхи ĕçсем кая юлма та пултараççĕ. Уй-хирти çурхи ĕçсене техникăна патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармасăр хутшăнтармалла мар. Часах патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем ĕçе пуçăнĕç. Техника хатĕрĕсене вăхăтра хатĕррисен ретне лартманнисене каçару пулмĕ.


"Елчĕк Ен"
25 февраля 2011
00:00
Поделиться