Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Билайнпа" хаçат районпа çывăхланчĕç

Вулакан "Билайн" сотовăй телефон çыхăнăвĕ пулнине, нумай çын унпа усă курнине пĕлет. Анчах вăл халăха паракан пулăшусем тĕрлĕ енлĕ. Вĕсем çулсерен аталанса пыраççĕ. Халĕ "Билайн" пулăшнипе сотовăй телефон урлă Интернета тухма, тĕрлĕ информаци илме, унăн пулăшăвĕпе усă курма пулать. Компанин çĕнĕлĕхĕсемпе, унăн продукцийĕпе "Билайн" сотовăй операторăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕнчи представителĕ О.Кузьмина паллаштарчĕ. "Советская Чувашия" хаçат хальхи çыхăну технологийĕсемпе ĕçлекен операторсемпе тачă çыхăнура. Çав шутра "Билайн" сотовăй операторпа та. 94-мĕш çул тухса тăракан хаçат Атăлçи тăрăхĕнче чи массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕри шутланать. Унăн кулленхи тиражĕ 18 пин экземпляртан иртет. Хаçатăн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.Соловьев палăртнă тăрăх, Елчĕк районĕ хаçата 2011 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнса илес тĕлĕшпе республикăра пиллĕкмĕш вырăнта. Çакăнта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсене пĕрлештерсе тăракан Елчĕкри почтамт ĕçченĕсен, Елчĕк район администрацийĕн тỹпи пысăк. Хаçат редакцийĕ иртнĕ çул район администрацийĕпе çыхăнса ĕçлемелли килĕшỹ тунă. Çакăн усси курăнать. "Советская Чувашия" хаçат Елчĕк районĕн ĕçĕ-хĕлĕ, унăн пуçарăвĕсем, çыннисем çинчен çырсах тăрать. Хăш-пĕр пуçарусемпе хаçатра вуласа паллашнă хыççăн Елчĕк райадминистрацийĕн çĕнĕлĕхĕсемпе районсенчи муниципалитет ертỹçисем, вулакансем паллашнă, каярахпа вырăнсенче усă курнă. Республикăра тухса тăракан хаçата сарас тĕлĕшпе П.Блинов ертсе пыракан почтамт коллективĕ те юлашки вăхăтра лайăх ĕçлесе пынине палăртрĕ А.Соловьев. Вăл район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина, почтамт начальникне П.Блинова "Советская Чувашия" хаçатăн шанчăклă партнерĕ" ĕнентерỹ хучĕпе чысларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сотовăй телефон çыхăнăвĕ юлашки 10 çулта сулмаклă утăмсем тунине, вăл паракан пулăшу ĕçĕсен хисепĕ ỹссе пынине палăртрĕ. Николай Петрович "Советская Чувашия" хаçат корреспондентне Л.Васильева район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ. Лев Васильев журналист иртнĕ çул хаçат страницисенче Елчĕк район пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чылай статья çырнă. Вĕсене вулакансем ăшшăн йышăннă. Пирĕн районта республикăра тухса тăракан вырăс хаçатне пĕр çул сиктермесĕр çырăнса илекенсем чылай. Вĕсенчен пĕри Елчĕкре пурăнакан В.Питеркин. Унăн çемйи "Советская Чувашия" хаçата 1968 çултанпа илсе тăрать, юратса вулать. "Çыхăну тыт" пĕрлехи акци вăхăтĕнче "Билайн" сотовăй оператор работникĕсем компани продукчĕсемпе паллаштарчĕç, суту-илỹ турĕç. Культурăпа кану центрĕн фойинче çак вăхăтра "Советская Чувашия" хаçата кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтарчĕç. Акци вĕçленес умĕн хаçата тин кăна çырăннă вулакансем хушшинче лотерея вылявĕ ирттерчĕç. Чи телейлисене, çавăн пекех В.Питеркина "Билайн" компанин тата "Советская Чувашия" хаçатăн парнисемпе чысларĕç. "Билайн" сотовăй операторăн тата "Советская Чувашия" хаçатăн "Яланах çыхăнура" пĕрлехи акцине З.Козлова ертсе пыракан "Уяв" фольклор ансамблĕ илем кỹчĕ. Коллектив хăйĕн репертуарĕнчи нумай юрă-ташăпа савăнтарчĕ. 


"Елчĕк Ен"
25 февраля 2011
00:00
Поделиться